Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасалăх çинчен манар мар

24 сентября 2008 г.

Тăван тавралăха сыхлас, экологи лару-тăрăвне çирĕплетес тĕлĕшпе авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк район пуçлăхĕ 139 номерлĕ хушу кăларнă. Раççей Федерацийĕн "Производствăри тата ытти усă курнă каяшсем çинчен" саккунĕнчи 13 статйине пăхăнса, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн С.Гапликовăн хушăвне тĕпе хурса ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприятисемпе учрежденисен, организацисен ертỹçисен, юридика сăпатĕнче тăракансен, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен хăйсен территорийĕсене тасалăхпа тирпейлĕхре тытмалла. Çавна май: _ патшалăх органĕсемпе килĕшсе йăлара усă курнă хытă каяшсене пуçтарма, вĕсене вăхăтлăх упрама ятарлă вырăн палăртмалла; _ кашни ял тăрăхĕсен территорийĕнчех каяшсене вĕсен тĕсĕсене кура (апат-çимĕç, хут, текстиль каяшĕсем) пухассине йĕркелемелле; _ йăлара тата производствăра усă курнă каяшсене утилизацилес тĕлĕшпе ятарлă предприятисемпе килĕшỹсем тумалла; _ йăлара усă курнă хытă каяшсене Елчĕкри "Кирпич" ООО çывăхĕнчи ММПП ЖКХ свалкине вăхăтлă турттарассине йĕркелемелле. Уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăракан каяшсене (ртутьлă лампăсем, çуллă фильтрсем, йĕркерен тухнă аккумуляторсем тата ытти те) Раççей Федерацийĕн Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин хушăвне пăхăнса лицензи илнĕ ятарлă свалкăсене леçмелле. Çак хушура Елчĕк район пуçлăхĕн 2007 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăларнă 50 номерлĕ хушăвĕ вăйра тăманнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика