24 сентября 2008 г.
Контракт çырса паянхи кун Дагестан, Карачаево_Черкес Республикисенче, Самар облаçĕнчи Рощинский поселокĕнче, Екатеринбург хулинче службăра тăма пулать _ çавăн пекех Раççей Тинĕс Çар Флочĕ те йыхравлать. Аслă пĕлỹ илнĕ призывниксем те контракт службине суйласа илме пултараççĕ. Служба условийĕсемпе кĕскен çеç паллаштарар. Çар службине тăнисене хăтлă, çĕнĕ общежитисене вырнаçтараççĕ, контракта алă пуснă чухне пĕр уйăх укçине параççĕ. Контракт службинчи рядовой салтакăн ĕç укçи паян уйăхра 10-15 пин тенкĕпе танлашать. Служба вырăнне кура ĕç укçине 35 пин тенкĕ таран та тỹлеççĕ. Пĕччен пурăнма кăмăл тăвакансене хваттерте пурăннăшăн уйăхне 900-1200 тенкĕ укçа хушса параççĕ. Çемьеллĕ мăшăрсем общежитин пỹлĕмĕсенче пурăнаççĕ. Пенсие каяс умĕн вĕсене Раççей Оборона министерстви тỹлевсĕр хваттерпе тивĕçтернине, санаторие, курорта кайма çулсерен укçа уйăрнине, çемье членĕсене кашнине тỹлевпе, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине асăнмалла. Контрактпа 3 çул службăра тăнă салтак кирек хăш вĕренỹ заведенинче те тỹлевсĕр вĕренсе пĕлỹ илме пултарать.