24 сентября 2008 г.
Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви республикăра культура учрежденийĕсенчен тĕслĕх учрежденийĕсем тăвас енĕпе конкурс ирттернĕ. Тупăшăва районти пилĕк культура учрежденийĕ хутшăнчĕ: Елчĕкри культурăпа кану центрĕ, Патреккел клубĕ, Аслă Елчĕкри культура çурчĕ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи кану центрĕ, Курнавăшри информаципе культура центрĕ. Чăваш Республикинчи вун сакăр культура учрежденийĕ çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Вĕсен шутĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕ тата Курнавăшри информаципе культура центрĕ. Хальхи вăхăтра çак культура çурчĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсем паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен шайра пулмалла. Ку ĕçе вырăнти бюджет укçи-тенкипе пурнăçлатпăр. Чăваш Республикин Культура министерстви вара конкурсра çĕнтернĕ культура учрежденийĕсене çĕнĕ йышши оборудованипе, сцена костюмĕсемпе, компьютерсемпе, чаршавпа тивĕçтерĕ. Тĕслĕх учрежденийĕсем халăхăн культурăллă канăвне çĕнĕ шайра тата туллин тивĕçтерме пултарĕç.