Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисен кунне халалласа

24 сентября 2008 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнчи 234-мĕш йышăнăвне пурнăçлас тĕллевпе авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалласа республикăра "Ырăлăхпа хисеп кунĕ" девизпа "Ăрусен пĕрлĕхĕ" акци иртет. Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май çак кун пĕр ватă та тимлĕхсĕр юлмĕ. Ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес, ỹссе пыракан ăрăва воспитани парас, ĕçлемен, пĕччен пурăнакан ватăсене пурлăх енчен пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ те çак акцие. Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунне районта ирттерес тĕллевпе район пуçлăхĕ ятарлă йышăну кăларнă. Ваттисен кунне халалланă мероприятисем кашни предприятипе организацинче, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Лаш Таяпари ваттисемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнакан çурчĕсенче, районти культурăпа кану центрĕнче, районти, тĕп, ача-пăча библиотекисенче те иртеççĕ. ММПП ЖКХ вара авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен ватăсене, пенси кĕнеки кăтартсан, мунчана 50 процент йỹнетсе кĕртет. "ЭлектроНикС" салон та авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен ватăсене 3х4 см сăн ỹкерчĕксем тỹлевсĕр кăларса парать. Елчĕкри халăх музейĕ çак кун ватăсемшĕн Уçă алăксен кунĕ йĕркелет. Пĕр ватă та тимлĕхсĕр ан юлтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика