Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹре йывăрри инкек-синкекре пулăшать

20 сентября 2008 г.

Вĕренỹре йывăрри инкек-синкекре пулăшать Иртнĕ ытлари кун район центрĕнче чуна çỹçентерекен сасăсем пĕрин хыççăн тепри янăрарĕç. "Мĕн пулнă, мĕнле инкек сиксе тухнă? Ăçта?" _ теççĕ иртен-çỹренсем ăнланаймасăр. Пурте пĕлеççĕ: ыт ахальтен кăшкăртмаççĕ сиренăсене. Районта командăпа штаб тренировки пулса иртнине пĕлсен çеç чун-чĕри лăпланчĕ чылайăшĕн. Юлашки çулсенче çĕршывра тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухать: унта самолет сирпĕннĕ, поезд çапăннă, пушар алхаснă, вăрмансем çунаççĕ, террорла акт сиксе тухнă тата ытти те. Мухтав Турра, пирĕн район территорийĕнче хăрушă пулăмсем сиксех тухман. Кашни çулах Элекçей Тимеш, Кивĕ Эйпеç, Кавал тата ытти ялсенче пурăнакансене çурхи шыв-шур пысăк сиен кỹнине пурте пĕлетпĕр. Сыхланакана Турă сыхлать теççĕ. Çавăнпа та инкек-синкекрен сыхланмалли чи шанчăклă меслет _ пирĕн кулленхи тимлĕх. Йĕри-тавралăха çеç мар, кашни çыннăн хăй пурăнакан çĕрте те, обществăлла вырăнта та яланхи тимлĕхе çухатмалла мар. Такама шанманни мар ку, пачах урăхла _ пулма пултаракан террорла ĕçсене маларах пỹлме пулăшни. Район территорийĕнчи лару-тăрушăн пĕтĕмĕшле район пуçлăхĕ, ялсенче мĕн пулса иртнишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă, вĕсемех çар оборонин ертỹçисем шутланаççĕ. Елчĕк районĕнчи гражданла оборонăн ертỹçисем çут çанталăка, техногенлă тата биологипе социаллă чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарас тата ăна пĕтерес тĕллевпе мĕнле ĕçсем тăвассине, мĕнле техникăпа усă курассине тĕрĕслес енĕпе командăпа штаб тренировки ирттернĕ. Юлашкинчен вăл пирĕн районта пилĕк çул каялла пулнăччĕ. Районта командăпа штаб тренировкисене ирттерессине икĕ тапхăра пайланă. Чи малтанах республикăри командăпа штаб тренировкин руководителĕн çумĕ, Чăваш Енĕн гражданла тата чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ В.Петьков райадминистрацин ларусем ирттермелли залĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ертỹçĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унтан чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата ăна пĕтерес, пушар тата ытти инкек-синкек сиксе тухассинчен пăрăнас тĕллевпе комиссисем, 12 служба туса хунă. Кашни службăн ертỹçисене В.Петьков вводнăй ыйтусем панă. Тренировкăн иккĕмĕш тапхăрĕ практика ĕçĕсемпе пуçланнă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта "террорла акт ыйтăвĕ çивĕч тухса тăнă". Дежурнăй хуçасăр пакет асăрханă та шалти ĕçсен пайне шăнкăравланă. Кĕске вăхăтра вĕренекенсене шкултан илсе тухнă. Шкул администрацийĕн, дежурнăйсен яланах сыхă пулмалли куç кĕрет: çул хĕрринче вырнаçнă шкула ют çын кĕрессинчен асăрханмалла. Унтан "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" акционерсен обществинчи компрессор цехĕнче "взрыв пулнă, çынсем сиенленнĕ". Медицина служби инкек тỹснисене çийĕнчех пĕрремĕш пулăшу панă, суранланнисене больницăнах ăсатнă. Çак кунах Елчĕкри электричество сечĕн подстанцийĕнче "пушар тухнине, çынсем суранланнине" пĕлтернĕ. Кашни служба хăйсен тивĕçĕсене пĕлсе пурнăçлани "инкек-синкеке" çийĕнчех пĕтерме май панă. Тĕрлĕ радиаци лекме пултарнă граждансене вăхăтлăх пунктсене вырнаçтарас енĕпе те эвакуаци комиссийĕ вĕренĕве начар мар хатĕрленнине кăтартнă. Практика мероприятийĕсем иртнĕ хыççăн 12 служба та строя тăнă, район территорийĕнче сиксе тухнă чрезвычайлă лару-тăрăва епле пĕтернине, миçе техника хутшăннине отчет панă, кашни службăн ертỹçисем ыйтусем çине хуравланă. Кунтах куçса çỹрекен апат-çимĕç пункчĕ ĕçленĕ. Командăпа штаб тренировкин итогне райадминистрацин ларусем ирттермелли залĕнче В.Петьковпа район пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетнĕ. Кунта та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă. Районта çакăн пек вĕренỹсем ирттерни питĕ кирлĕ, анчах мĕн пĕлнипе район территорийĕнче усă курмалла ан пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика