20 сентября 2008 г.
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта Раççей Федерацийĕн грантне 100 пин тенкĕ çĕнсе илнисем тăваттăн. Вĕсенчен пĕри _ кĕçĕн классене вĕрентекен Тамара Васильевна Титова. Ĕç стажĕ пĕчĕк мар унăн _ 28 çул пĕчĕккисене пĕлỹ парать. Тин шкула ярса пуснă ачасене çирĕп пĕлỹ никĕсĕ парасси унран килет те. Çакна опытлă педагог лайăх ăнланать, вĕренекенсене ăс-тăн енчен аталантарассишĕн, воспитани парассишĕн, тавра курăмне анлăлатассишĕн чунне парать. Тамара Васильевнăна лайăх пĕлетĕп. Районти, республикăри тĕрлĕ тупăшусенче пĕрре мар унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. "Çулталăкри учитель" конкурсра районти культура çурчĕн сцени çинче хăйне мĕнле килĕшỹллĕ тытнине курса савăннă. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Чи класлă класснăй" конкурсран та аякка пăрăнман вăл. Шав малалла талпăнать, хастаррăн, хытă утăмпа утса çĕннине шырать. Район хаçачĕпе те туслă çыхăнура Тамара Титова. Пĕринче вĕренекенсен ашшĕпе амăшĕ çинчен çырнă хайлавĕсене дискпа илсе килчĕ, тепринче ачасем паянхи пурнăçа мĕнле куçпа сăнласа çырнине, виççĕмĕшĕнче тăван ял илемĕпе паллаштаракан тĕрленчĕксен ал çырăвĕсене тыттарчĕ. Класри 22 ачана тăван чĕлхен илемне юратма хăнăхтарать. _ "Елчĕк ен" хаçатра ачасен сăввисем е ытти хайлавĕсем пичетленсе тухсан вĕсен хĕпĕртĕвĕ куç тулли. Малалла та çырасшăн. Темисене парса çеç ĕлкĕр, _ тет Тамара Васильевна. Вăл каланă тăрăх, тăваттăмĕш класра вĕренекенсем хушшинче район хаçатне çырăнса илменнисем çук. Иртнĕ çулсенче пулнă-ха, халĕ çамрăк ялкорсем ашшĕ-амăшĕсене ỹкĕте кĕртнĕ, район хаçатне çырăнса илеççĕ. Тамара Васильевна ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура. Класс пухăвĕ иртет-и е пĕр-пĕр паллă кун ячĕпе уяв йĕркелет _ вĕренекенсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те ахаль лармасть, воспитани енĕпе çыхăннă тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлать. _ Калăпăр, çемьен йăх-несĕл тымарĕн йывăççине ỹкермелле. Ашшĕ-амăшĕ çеç мар, аслашшĕ-асламăшĕ, ытти çывăх çынсем те хутшăнаççĕ. Кашни валли ĕç çителĕклĕ, _ тет Тамара Васильевна. _ Тамара Васильевна! Манăн чăн атте-анне таçта. Ăçтан пĕлес эпĕ мĕнле йăхран тухнине? _ тет Никита, вĕрентекенрен тилмĕрсе. _ Усрава илнĕ аçу-аннỹ пур санăн. Вĕсен турачĕсене ỹкер, _ тет кăмăллăн педагог. _ Чăнах та, вĕсем халĕ манăн аттепе анне, _ савăнăçне пытараймасть ывăл ача. Тепĕр куннех вăл: _ Тамара Васильевна, эсир те пирĕн тăван иккен. Турат хыççăн турат ỹкерсен пĕлтĕм çакна, _ тăванĕсем нумайланнăшăн хĕпĕртенĕ Никита. Ун пек каланă тĕслĕхсем класра тата та тĕл пулчĕç. Тăванлăх туйăмĕ кашни вĕренекен асĕнче ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать. Класс руководителĕ кашни ачана пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек лайăх пĕлет. Кампа йăпатса калаçмалла, теприне хытăрах калани кирлĕ, виççĕмĕшĕнчен çирĕпрех ыйтмалла... Çавăнпа та 22 вĕренекен ăна "иккĕмĕш амăшĕ" вырăнне хурса хисеплет. 28 çул хушшинче ăшă-ăшă сăмахсене сахал мар илтнĕ кĕçĕн классене вĕрентекен. Шкултан вĕренсе тухса кайнисем те манмаççĕ ăна. Тамара Васильевна ирттернĕ уçă уроксенче пулса курнисем чĕрепе туяççĕ: кашни темăна тĕплĕ ăнлантарать вăл. Хальхи методика кăтартăвĕсене тишкерсе уроксене çĕнĕлле ирттерет. Хăй те тĕрлĕ предметпа методика кăтартăвĕсем çырса хатĕрленĕ. Çак енĕпе вăл Пĕтĕм Раççейри конкурса виççĕмĕш çул хутшăнать, пĕрре мар диплом илме тивĕçнĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче пултаруллă педагог кỹршĕ районсенчи ĕçтешĕсем умĕнче мастер-класс урокĕ ирттерчĕ. Вăл хатĕрленĕ программăсемпе хăнасем интересленсе паллашрĕç, хăйсен ĕçĕнче усă курма дисксем çине çыра-çыра илчĕç. Т.Титова класĕнче çап-çутă, таса. Стена çинче тĕрлĕ стендсем. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕн В.Горшковăн ырă тĕслĕхне палăртмасăр иртес килмест: грант çĕнсе илнĕ кашни учителе хавхалантарма çĕнĕ компьютер уйăрнă вăл. Тамара Васильевна иртнĕ çулсенчех кĕçĕн классене те компьютер кирли çинчен ертỹçĕне пĕрре мар аса илтернĕ. Çапах та пĕрремĕш хутра вырнаçнă кĕçĕннисем патне компьютер лартса пама юраман сăлтавĕсем те тупăнсах пынă. _ Раççей Федерацийĕн грантне çĕнсе илĕр, вара пурте пулать, _ тенĕ кăмăллăн, тата кăштах шахвăртса мал ĕмĕтлĕ директор. Тамара Васильевна приза çĕнсе илсенех класс руководителĕн сĕтелĕ çине ноутбук вырнаçнă. Халĕ унпа тăваттăмĕшсем çеç мар, кĕçĕн классенчи кашни учитель усă курать. Вĕрентекен ỹсĕмĕ класри ачасен ăсталăхĕнчен курăнать. Л.Александрова, А.Викентьев, И.Павлова, В.Титов, Л.Смирнова _ класри чи пултаруллă вĕренекенсем. Вĕсем районти, республикăри конкурссенче тĕрлĕ енĕпе çĕнтерỹçĕсем пулнă. Класра 4 отличник. "2" паллăпа вĕренекенсем пулнине астумасть Тамара Васильевна. "Ăссăр ача çук, наяннисем пур. Вĕсемпе ытларах ĕçлеме тивет", _ тет вăл. "Вĕрентекен пулмах çуралнă вăл", _ теççĕ ял çыннисем Тамара Титова пирки хисеплĕн. Чăн сăмахăн суйи çук.