17 сентября 2008 г.
Физкультурăпа спорт кулленхи пурнăç йĕркине кĕрсе пыни савăнтарать. Елчĕк район администрацийĕн ĕçченĕсем те çак кунсенче сывă пурнăç йĕрки вĕсене çирĕп сывлăхлă, вăйлă та илемлĕ пулма пулăшнине çăмăл атлетикăпа район пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăртура кăтартса пачĕç. Чăваш республикин районсемпе хуласен администрацийĕсен ĕçченĕсем хушшинче ирттерекен çăмăл атлетика спартакиадине хутшăнма спортсменсене суйласа илесси те ăмăртун тĕллевĕсенчен пĕри пулчĕ. Чупăва хутшăнакансем миçе çултине кура арçынсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕсене пайланчĕç: 30, 40, 50 çулчченхисем, 50-ран иртнисем. Паллашар-ха чи вăйлисемпе. 50 çул тултарнă хĕрарăмсем хушшинче ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина çĕнтерчĕ, арçынсен хушшинче _ тĕп эколог П.Тремасов. 50 çула çитеймен хĕрарăмсен хушшинчи çĕнтерỹçĕ _ Е.Разумова (бухгалтери ĕçченĕ), арçынсенчен _ А.Муллин (физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалист). 40 çула çитеймен хĕрарăмсенчен Т.Шакова (халăха социаллă пулăшу паракан пай), арçынсенчен В.Баймушкин (вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ) чи вăйлисем пулчĕç. Çамрăксем хушшинче вара И.Никонова (экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕ) тата А.Кириллов (финанс пайĕ) çĕнтерчĕç. Пур çĕнтерỹçĕне те дипломсемпе тата район пуçлăхĕн парнисемпе чысларĕç. Чи вăйлă чупакансем юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче "Советская Чувашия" хаçат А.Г.Николаева халалласа йĕркелекен çăмăл атлетика эстафетине хутшăнĕç.