Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ техникăсăр малашлăх çук

13 сентября 2008 г.

"Гладковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ виççĕмĕш çул Голланди технологийĕпе усă курса пысăк тухăçлă çĕр улми, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерет. Халĕ кунта Германире туса кăларнă Гримме фирмăн пĕтĕм комплексĕпе усă кураççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçинчен Николай Гладковран çакăн пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ Пирĕн районти хура тăпраллă çĕре нумайăшĕ ăмсанать. Çак пулăхлă çĕр çинче мĕн ĕлĕкренех пысăк тухăçлă çĕр улми çитĕнтернине асра тытса хамăрăн фермер хуçалăхĕнче "иккĕмĕш çăкăр" туса илессипе ытларах ĕçлеме шутларăмăр. Унпа пĕрлех кишĕр туса илесси çине те тимлĕх уйăртăмăр. Ăна та Голланди технологийĕпе _ йăрана хăпартса акатпăр. Германире туса кăларнă Гримме фирмăн çĕре ĕçлесе хатĕрлекен темиçе техникине туянтăмăр. Вĕсемпе усă курса çĕр улмине малтанхи çул 50 гектар туса илтĕмĕр. Хамăр çак ĕçе пуçăнса йăнăш туманнине, тĕллевсем тĕрĕс пулнине халĕ, 3 çул иртнĕ хыççăн, хăюллăн çирĕплетсе калама пултаратпăр. Çапла майпа çĕр улмине 70 гектара çитерме май килчĕ. Малашне ăна пысăкрах лаптăкра туса илес тĕллевпе "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе усă курса кăçал асăннă фирмăн ытти техникине 12 миллион тенкĕлĕх _ сортировка пункчĕ, çĕр улми кăларакан комбайн, АПШра туса кăларнă Джондир урапаллă трактор туянтăмăр. Хальлĕхе районта урăх ниçта та çук асăннă йышши трактора туяниччен ăна тĕплĕн "шĕкĕлчерĕмĕр". Вăл, чăннипех, паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен хăватлă техника пулнине халĕ кулленхи ĕçре курса ĕненетпĕр. Малашне пурте çакăн патне пыратпăр: çĕнĕ йышши, хăватлă техникăсăр аталану пулмĕ. Вĕсене ĕçлеттерме вара çирĕп ăс-тăнлă çынсем кирлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика