Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалти ĕçсен пайĕн çуртне тăваççĕ

13 сентября 2008 г.

Шалти ĕçсен пайĕн çуртне тăваççĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров юлашки вăхăтра ШĔМĕн хуласемпе районсенче вырнаçнă шалти ĕçсен пайĕсен çурчĕсене çĕнетсе хута ярасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. 2004 çулта Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски (2005 ç.), Канаш (2006 ç.), Етĕрне (2007 ç.) районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕсен çурчĕсене çĕнĕрен хута янă. Кăçал вара пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн çуртне тума пуçланă. Шалти ĕçсен пайĕн хальхи çурчĕ _ республикăра чи киввисенчен пĕри. Ăна 1920 çулта тунă, 1981 çулта пысăклатнă. Çĕнĕ çурта халĕ "Улăп" Спорт керменĕ çывăхĕнче, искусственнăй курăк сарнă стадион çумĕнче тума пуçланă. Строительство ĕçĕсене Шупашкартан килнĕ "СМУ-59" ООО ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче кунта Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин, "СМУ-59" ОООн генеральнăй директорĕ Р.Калмыков, ШĔМĕн Чăваш Республикинчи капиталлă строительство уйрăмĕн ертỹçин çумĕ А.Александров, Чăваш Республикин ШĔМĕн пресс-службин представителĕсем, Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ертỹçи В.Волков тата ыттисем те пулнă, строительство ĕçĕсемпе паллашнă, çурта хута ярас ĕçе хăçан вĕçлессине тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче район пуçлăхĕ Н.Миллин шалти ĕçсен пайĕн пулас çурчĕ вăхăтлă, чи меллĕ вырăнта çĕкленнине палăртнă. Вулакана аса илтерер, районта юлашки икĕ çулта Прокуратура, Правосудин çĕнĕ çурчĕсем хута кайрĕç. Шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ çуртне вара 2009 çулхи кĕркунне ĕçе кĕртме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика