Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

13 сентября 2008 г.

Авăн уйăхĕн 1-7-мĕшĕсенче район территорийĕнче 80 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Çак шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 1, обществăлла вырăнта спирт шĕвекĕ ĕçнĕшĕн _ 11, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 9, суту-илỹ йĕркине пăснăшăн _ 1, çул-йĕр йĕркине пăснăшăн _ 57 (вĕсенчен 3-шĕ руль умне ỹсĕрле ларнă), административлă ытти йĕркене пăснăшăн 1 çынна айăпланă. Çул-йĕр çинчи инкек Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 11 сехет тĕлĕнче Елчĕкри Пушкин урамĕнче ВАЗ-2105 маркăллă автомашина ỹпĕннĕ. Асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарма килĕшмен. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк _ Канаш çулĕ çинче "Сельхозхими" тĕлĕнче "Москвичпа" ВАЗ-21112 маркăллă автомашинăсем çапăннă. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Кỹлпуç чарăнăвĕ çывăхĕнчи хĕреслĕ çул çинче УАЗ-3303 тата ГАЗ-3110 маркăллă автомашинăсем çапăннă. Икĕ водителĕ те вилнĕ. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев ĕçĕсем пыраççĕ. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Елчĕк _ Пăва автоçул çинче "КамАЗ" тата "Митсубиси-лансер" маркăллă автомашинăсем çапăннă. "Митсубиси-лансер" автомашина водителĕпе пассажирĕ вырăнтах вилсе кайнă. Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Елчĕк _ Патăрьел çулĕ çинчи Кавал ялĕ тĕлĕнче ВАЗ-21015 маркăллă автомашина ỹпĕннĕ. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Комсомольскипе Елчĕк пăрăнкăçĕнчен иртсен Çуткỹл тĕлĕнче Дэо-эксперо маркăллă автомашина ỹпĕннĕ. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Çемьери хирĕçỹ Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче 13 сехет тĕлĕнче Элекçей Тимеш ялĕнчи Ф. хăйĕн арăмне вĕлерессипе хăратнă. Асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 14 сехет те 40 минутра Аслă Елчĕкри Б. пĕр ял çыннине _ Ч.-на хĕнесе пĕтернĕ. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 19 сехет тĕлĕнче Аслă Шăхальти С. мăшăрне хĕнесе пĕтернĕ. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика