Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми тухăçлă çитĕнчĕ

10 сентября 2008 г.

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тунти кун çĕр улми кăларма тухрĕç. 25 гектар çинчи "иккĕмĕш çăкăр" тухăçлă çитĕннĕ. Хуçалăх ертỹçинчен Юрий Мясниковран кулленхи ĕç-хĕл çинчен кĕскен каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ Палăртнă кашни ĕçе вăхăтлă пурнăçлама ĕлкĕрсе пыни мал ĕмĕтлĕ пулма хистет. Маларах кĕрхи культурăсене (пурĕ 100 гектар) агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса акса хăвартăмăр. Халĕ вара пĕтĕм ĕç вăйĕ _ çĕр улми уйĕнче. Çанталăкĕ те çуллахинчен кая мар пулнине кура малтанхи кун ĕç кал-кал иртрĕ. Çĕр улми авăрне малтанах çулса хунăччĕ. Çавна май уя тỹрех копалка кĕртрĕмĕр, ăна ĕçлеттерме Сергей Баймушкина шантăмăр. Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул дирекцийĕпе хуçалăх правленийĕ хушшинче иртнĕ çулсенчех çирĕплетнĕ туслă килĕшỹ паян кунчченех вăйра. Çавна май вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ушкăнпа çĕр улми уйне куçса тухрĕç. Кирек епле ĕçе те унăн кăтартăвĕ тăрăх хаклатпăр. Çĕр улми тухăçĕ пĕчĕк мар _ вăл кашни гектартан 210 центнертан кая мар тухнине шутласан, унран кăçал сахал мар тупăш илесси куç умĕнче. Çакна паян тепĕр хут куратпăр, ĕненетпĕр: çĕр-аннемĕр хăйĕн ырлăхĕпе савăнтартăр тесен малтан пирĕн ăна тивĕçлипе хакламалла _ çĕре апатлантармалла, ăна лайăх ĕçлесе хатĕрлемелле. Эпир çапла турăмăр та: "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкне кирлĕ таран минераллă удобренипе апатлантартăмăр, çум курăксене, тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç кĕрешме усă куракан препаратсене çителĕклĕ таран туянатпăр. Кăçал пĕтĕм анана çĕнĕ вăрлăх _ "Удача" сорт акрăмăр. Вăрлăхлăх тесе палăртнă 5 гектарне асăннă сортăн элита репродукцири вăрлăхне акса хăварнăччĕ. Мĕн акатăн _ çавă шăтать, тесе ахаль каламаççĕ ĕнтĕ. Сергей Баймушкин копалкăпа кăларнă, шкул ачисем пуçтарнă çĕр улмине Олег Кириллов автомашинăпа, Михаил Александров тракторпа ферма çывăхĕнчи ятарлă траншейăна турттараççĕ. Ăна унта упрама хыватпăр. Çĕр улмине ана çинчен те сутатпăр. Çитес çул "иккĕмĕш çăкăра" кăçал хамăр туса илнĕ элита вăрлăхпа усă курса 40 гектар çинче акса хăварма, ĕçсене Голланди технологийĕпе усă курса йĕркелеме палăртатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика