10 сентября 2008 г.
Туберкулез мĕн тери хăрушă пулнине Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем те аван çирĕплетеççĕ: çĕр çинче кашни 10 çеккунтра пĕр çын туберкулезран вилет, кашни 4 çеккунтра ку чире ертет. Çуллен 9 миллион çын чирлет, 3 миллион вилет. Чирлекенсен пысăк пайĕ (75 процент) _ арçынсем. Эпидемиологи лару-тăрăвне начарлатма мĕнле сăлтавсем пулăшаççĕ-ха? Социаллă пурнăçри, экономикăри лару-тăру япăхланни, туберкулез анлă сарăлнă çĕршывсенчен, регионсенчен халăх куçса килни, вăрçăсене, инкеке пула тухса тăнă синкерлĕ лару-тăру, СПИД, наркомани, алкоголизм. Туберкулеза пуçарса яраканĕ пĕчĕк çеç микроб, ăна микроскопсăр та курма çук. Çăра сурчăкра, шăкра, пỹрте тĕл пулать. Туберкулез микробĕсем питĕ чăтăмлă. Тусан ăшĕнче виçĕ уйăх таран, сурса пăрахнă сурчăкра пĕр уйăх пурăнма пултараççĕ. Вĕсем тăпрара, шывра, нỹрлĕ тата тĕттĕм пỹлĕмре çулталăкчен, урайĕнче, стена, алăк çинче ултă уйăхчен те вилмеççĕ. Питĕ чăтăмлă _ 269 градуслă сивĕ те пĕтереймест. Хĕвел вара вĕсене 1-2 сехетре, ультрафиолет пайăркисем 5-6 сехетрех тĕп тăваççĕ. Вĕрекен шывра 5 минутра, хлораминра çийĕнчех вилеççĕ. Туберкулезпа чирлĕ çынсемпе чĕр чунсем сыввисемшĕн чир çăл куçĕ пулса тăраççĕ, сывлăшпа апат-çимĕç урлă инфекци ертеççĕ. Пирĕн çĕршывра 1952 çултанпа тин çуралнă ачасене туберкулезран сыхланмалли прививкăсем тăваççĕ. Вĕсем ыттисенчен 4-6 хут сахалрах чирлеççĕ. Прививка тунă хыççăн чире хирĕç тăма пултаракан иммунитет аталанать. Хăйсене хăйсем упрамасăр теветкелле хăтланни вара инкек патне илсе пырать. Шăпах çавăн пеккисенчен 10 проценчĕ туберкулезпа чирлет те ĕнтĕ. Пирус туртни, алкогольпе алхасни тата наркотиксемпе усă курни, ĕçпе халран кайни, тĕрĕс мар апатланни, сахăр диабечĕпе, вар-хырăм язвипе, психика, сывлав, ар органĕсен чирĕсемпе аптракаласа тăни чире яма витĕм кỹрет. Чире ертме тата аталантарма туберкулезăн пĕр пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн пĕр органне те хĕрхенсе тăмасть. Уйрăмах ỹпкене вăйлă сиенлет. Çак орган инфекци кĕмелли "тĕп хапха" пулса тăрать. Унтан кăкăрăн лимфа тĕввисене куçать, кайран юн тăрăх пĕтĕм организма саланать. Ытларах шăмă тытăмĕ, пỹре, ар органĕсем, куç, лимфа тĕввисем сиенленеççĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртмасан, сипленме пуçламасан туберкулез вăйланать. Кун пек чухне сывлама йывăрланать, чĕре йĕркеллĕ ĕçлемест, ỹт-пỹ температури ỹсет. Инфекци пуç мимине лексен туберкулез менингичĕ те пуçланма пултарать. Пуç чăтмалла мар вăйлă ыратать, температура хăпарать, хăстарать. Ỹслĕк вăхăтĕнче ỹпкерен юн тухать, вăйлăрах кайма пултарать. Çийĕнчех сипленме пуçласан ку чиртен сывалма пулать. Анчах врач хушнине çирĕп пурнăçламалла. Туберкулезпа сиенленес мар тесен мĕн тумалла-ха? Организма сиенлекен пур факторсенчен те пăрăнмалла: эрехпе иртĕхмелле мар, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, санитарипе гигиена ыйтнине пăхăнмалла, ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле, организма çирĕплетмелле, пирус туртма пăрахмалла е виçине сахаллатмалла. Ялан ỹсĕрекен çын та туберкулезпа чирлĕ пулма пултарать. Çавăнпа та хăвăр хушăрта виçĕ эрне пĕр чарăнмасăр ỹсĕрекенсене асăрхасан врачран пулăшу ыйтма сĕнĕр. Тусанлă, сывлăша уçăлтарман пỹлĕмре туберкулез инфекцийĕ хăвăрт сарăлать. Çавăнпа та пỹлĕме таса тытма тăрăшмалла, час-часах уçăлтармалла. Çулталăкра пĕр хутчен флюорографи витĕр тухмалла, чирлĕ çынпа юнашар пурăнакансен _ çур çултан. БЦЖ вакцинацийĕпе ревакцинацийĕн те усси пысăк. 15 çул тултарнă кашни чирлĕ çыннăн флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмалла.