Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Автобус" операци

10 сентября 2008 г.

Чăваш Республикин территорийĕнче 2008 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче автобус водителĕсен айăпĕпе 23 авари пулса иртнĕ, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 26-шĕ сусăрланнă. Инкек-синкексене вăхăтра сирсе ярас, водительсен тимлĕхне ỹстерес тĕллевпе çĕршывра, çав шутра пирĕн республикăра та çулсеренех "Автобус" операци иртет. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнчен асăннă операцин иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен тăсăлать вăл. Автобус водителĕсем Раççей Федерацийĕн Çул-йĕр правилисене, пассажирсене турттарнă чух вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес йĕркене мĕнле пăхăннине çирĕп тĕрĕслесси тĕп тĕллев пулса тăрать. Автобус водителĕсене, шкул ачисене турттараканнисене уйрăмах тимлĕ пулма, йĕркене кашни самантрах çирĕп пăхăнма ыйтас килет. "Д" категори илмен водительсен транспорт хатĕрĕ çине палăртнă виçерен ытла пассажир лартма юраманнине асра тытмалла. "Автобус" операци вăхăтĕнче автобус водителĕсенчен уйрăмах çирĕп ыйтатпăр. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса авари вăхăтĕнче тухмалли алăксен, автобусри ытти хатĕрсен юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслеме манмалла мар. Ларкăчсен шучĕ палăртнă нормăпа килĕшсе тăмалла, топливăн хушма бакне вырнаçтармалла тата ытти те. Юсавсăр транспорт хатĕрĕпе çула тухни те инкек-синкекпе вĕçленме пултарнине асрах тытмалла, çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах пĕтермелле. Чарăну вăхăтĕнчи йĕркесене те çирĕп пăхăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика