Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чупăва хутшăннă

10 сентября 2008 г.

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче районта СССР летчик-космонавтне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса республика шайĕнчи çăмăл атлетсен эстафета чупăвĕ старт илнĕ. Чупу пуçланас умĕн Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул умĕнче митинг уçăлнă. Ăна райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Малышкин ертсе пынă. Николай Федоровичпа пĕрле çамрăк спортсменсене Чăваш Республикин Спорт министерствин представителĕсем В.Васильев, Н.Петров, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Л.Васильева саламланă, ăнăçусем суннă май спортра палăрнă ентешсенчен тĕслĕх илме сĕннĕ. Митинг хыççăн Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ пухакансемпе вĕрентекенсем, ытти спортсменсем палăртнă маршрутпа чупса Аслă Таяпана çитнĕ. Унта вĕсене спортсменсен иккĕмĕш ушкăнĕ улăштарнă, эстафетăна Елчĕк-сем Тăвай район спортсменĕсене панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика