10 сентября 2008 г.
Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче 10 сехетре Елчĕк район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Пĕтĕм Раççейри "Пенсионерсен пĕрлĕхĕн" Елчĕк районĕнчи общество организацийĕн пухăвĕ иртет. Пухура асăннă организацин кăçалхи çур çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕлĕпе ĕç планĕ çинче чарăнса тăрĕç, Пенсионерсен пĕрлĕхĕн II конференцине хутшăнма делегатсем суйлĕç. Кунтах организацин активлă членĕсене Хисеп хучĕсемпе чыслĕç тата "Асаттесемпе асаннесен урокĕ" конкурсăн пĕрремĕш турĕ иртĕ. Конкурс условийĕсем çинче кĕскен çеç чарăнса тăрар. Çемье çулталăкне тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа кăçал республикăра "Асаттесемпе асаннесен урокĕ" конкурса икĕ турпа ирттерме палăртнă. Унăн пĕрремĕш турĕ районсемпе хуласенче иртĕ (авăн уйăхĕн 20-мĕшĕччен). Иккĕмĕш тур авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти ЭКСПО-Контур курав залĕнче йĕркеленĕ, унта районсемпе хуласенче çĕнтернисем хутшăнĕç. Çак конкурса йĕркелекенсем _ Пĕтĕм Раççейри "Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ" общество организацийĕн регионти уйрăмĕ, "Березка" суту-илỹ комплексĕ, Раççей Федерацийĕн Пенси Фончĕн Чăваш Енри управленийĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕ, Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисем. Конкурса 12-15 çулсенчи мăнуксемлĕ пенси çулĕнчи граждансем (вĕсен "Пенсионерсен пĕрлĕхĕ" организацинче шутланса тăмалла) хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнас кăмăллисен алă ĕçĕсенчен курав хатĕрлемелле, тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пĕлнине (çыхма, тĕрлеме, йывăçран касса эрешсем, савăт-сапа ăсталама, хулăран çыхма тата ытти те) кăтартмалла. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чыслĕç.