Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх çемьесене пулăшать

10 сентября 2008 г.

Патшалăх ачаллă çемьесене пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна Раççей Федерацийĕн "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен" ятарлă саккунĕ вăйра тăни те çирĕплетет. Асăннă саккунпа килĕшỹллĕн ачаллă граждансене патшалăх çак пособисене памалли тата тỹлемелли йĕркесене çирĕплетнĕ: _ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан хĕрарăмсене ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи (календарь уйăхĕшĕн 332 тенкĕ виçипе шутласа) пособи параççĕ; _ çие юлсанах медицина учрежденийĕнче шута илнĕ хĕрарăмсене пĕр хутчен пособи тỹлеççĕ, вăл 332 тенкĕпе танлашать; _ ача çуратнă хыççăн пĕр хут паракан пособи. Паянхи кун тĕлне унăн виçи 8840 тенкĕпе танлашать; _ ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн паракан пособи. Ĕçлекен хĕрарăмсен пособи виçи ĕç укçипе тỹрремĕнех çыхăннă, асăннă тỹлев вăтам шалăвăн 40 проценчĕпе танлашать. Пĕрремĕш ача çуралнă хыççăн паракан пособин уйăхри чи пĕчĕк виçи _ 1658 тенкĕ, иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан виçе 3315 тенкĕрен кая мар. Анчах пособин чи пысăк виçи 6630 тенкĕрен ытла мар. Çак пулăшăва ĕçлекенсемпе студентсем ĕçленĕ тата вĕреннĕ вырăнтан илсе тăмалла, ĕçлемен амăшĕсем _ социаллă хỹтлĕх уйрăмĕсем урлă; _ ачашăн уйăхсерен паракан пособи. Пособи виçи çемьере миçе ача, вĕсем миçе çулта, çемье хăш категорине кĕнине кура (тулли е тулли мар) тата ашшĕпе амăшĕн ĕç тупăшĕнчен килет. Чăваш Республикин Президенчĕн 2007 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчи "Ачаллă граждансене хушма социаллă пулăшу парасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн çемье тупăшĕ пирĕн республикăра çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен (паянхи кун тĕлне вăл 3972 тенкĕпе танлашать) 150 процентĕнчен ытлашши пулмасан çакăн пек çемьесен пособи илме право пур; _ йывăр çын пулнă хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене, 2 çултан пуçласа 3 çулхи ачасене апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерес тĕллевпе компенсаци уйăраççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 238-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн компенсаци вăтам тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен иртмен çемьесене парăнать. Йывăр çын пулнă хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене паракан компенсаци виçи 100 тенкĕпе, 2 çултан пуçласа 3 çулхи ачасен ашшĕ-амăшĕсен 70 тенкĕпе танлашать. Тĕплĕнрех 2-12-15 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика