10 сентября 2008 г.
_ Анне, аннеçĕм, эсĕ ăçта? Эпĕ садикрен килтĕм! _ хавассăн кăшкăрса кĕрет пĕчĕк хапхаран Марина. _ Кунтах эпĕ, пĕчĕкскерĕм! Мунчана çĕнететпĕр, _ хирĕç тухать амăшĕ кăмăллăн. Мăйран уртăнать йăрă та çивĕч хĕр ача. Унтан садикре паян мĕн тунă, мĕн çитернĕ таран "шĕкĕлчет". Амăшне ăшă куçсемпе, ытарлăн тинкерекен Марина çумне аппăшĕ пырса тăрать. Вăл та амăшĕн çумне тĕршĕнет. _ Анне, эпир сана часах пулăшма тухатпăр. Тумсене улăштаратпăр кăна, _ тесе Саша йăмăкне пỹрте çавăтса кĕчĕ. Йыт пулли пек Марина, çеккунтра тем те пĕр туса ĕлкĕрет, пăхса кăна тăмалла, куçран вĕçертмелле мар. Часах амăшĕпе аппаланма пуçларĕç хĕр пĕрчисем. Ашшĕ килте çук-ха, хăйĕн ĕçĕпе района кайнă, часах килмелле. Унсăрăнах хĕрарăмсен ушкăнĕ кăштăртатать, киçтĕк тытма та ỹркенмеççĕ хĕр пĕрчисем. Амăшнех курса-тăрса вĕренет ачи-пăчи, епле тăрăшуллă, пăрчăкан пек вăр-вар. Нумай та вăхăт иртмерĕ, хапха умне "Газель" машина чарăнчĕ. _ Атте килчĕ. Ăна кĕтсе илетпĕр, _ тесе пĕртăвансем урамалла ыткăнчĕç. _ Чиперккесем, маттурăмсем! Эсир те аннĕрпе сăрлатăр-им? Авă, аллăрсем те сăрăллă сирĕн. Ан ыталăр-ха мана, варалатăр, _ тесех ашшĕ Маринăна йăтса илсе картишне кĕчĕ. Çапла, амăшĕ килте чухне ун çумĕнчен хăпмаççĕ. Вăл мĕнпе тăрмашать _ унпа пĕрле çум çумлама тухать аслă хĕрĕ, кухньăра чашăк-тирĕк çăвать. Виçĕ çул хушшинче ырă енне улшăнчĕç вĕсем. Малтанах, интернатран илсе килсенех, хăйсене тытма пĕлместчĕç, сахал мар куляннă. Пĕринче чỹрече карри çунать, тепринче обойсене çурса пĕтернĕ тата ытти те. Шăп-шăпăрт пурăнакан çемье çĕрле ура çине тăни темĕн чухлех пулнă. Пĕр вăхăт ỹкĕннĕ те Васильевсем: хăвăн ачуна воспитани парасси çеç мар-çке, кусем ашшĕ-амăшĕн ăшшине, хỹтлĕхне пачах та курман. Ирĕклĕ туйнă хăйсене, мĕн тăвас килнĕ çавна тунă. Çавăнпа та хăйсен хỹттине илнĕ ачасемпе нумай калаçма, ырăпа усала вĕрентме, хăнăхтарма тивнĕ. Çăмăл пулман Олимпиада Николаевнăпа Валерий Васильевича, çапах йывăрлăха чăтса ирттерсе янă. Халĕ хĕр ачасем хăйсене тытма пĕлеççĕ, воспитани парса ỹстерни тỹрех палăрать. _ Эпĕ хамăра çуратнă аннене астăватăп. Пире киле пăрахса хăваратчĕ те эрни-эрнипе килместчĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнаттăмăр. Пылак апат-çимĕç çисе курман. Вĕри яшка пирки тĕлленмен те, _ тет Саша иртнĕ пурнăçа аса илнĕ май. 12 çулхи хĕр ача йăмăкне хăйĕнпе пĕрле шкула илсе кайнине (унта çапах та шеллесе йăмăкне те вĕри апатран хăвармаççĕ), выçăпа аптăранăскерсене кỹршĕсем çăкăр, ытти апат-çимĕç парса пулăшнине каласа панине илтсен çан-çурăм тăрăх сивĕ чупать. Ним айăпсăр чунсен нушапа-терте пĕчĕккĕллех нумай курма тивнĕ-çке. Амăшĕ таçта инçетре янкăлтатса, иртĕнсе çỹрет арçынсемпе, хĕр пĕрчисем выçăпа вăйсăр выртаççĕ. Амăшĕсĕр ỹсекенсем çинчен (качча каймасăр тунă вĕсене, ашшĕсем расна) хулара опекăпа попечитель органĕн ĕçченĕсем пĕлсен ачасене хỹтлĕх параççĕ. Аслине интерната вырнаçтараççĕ, кĕçĕннине "Малютка" ача çуртне яраççĕ. Йăмăкĕпе пĕрле пулайманшăн нумай куляннă Саша. Интернатри пурнăç килте, тăватă кĕтесре выçă ларни мар, паллах. Пĕрешкел шăпаллă ачасем унта, çапах... Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Валерипе Олимпиада Васильевсене тавра ялăн çыннисем çеç мар, инçетрисем те лайăх пĕлеççĕ-паллаççĕ. Йышлă çемьере çитĕннĕ иккĕшĕ те. Липа _ Çĕнĕ Пăва хĕрĕ. Унпа пĕртăвансем саккăрăн, Валерипе пĕр варта вуннăн çитĕннĕ. Хĕрсем, ĕмĕртен пыракан йăлапа, тĕрлĕ çĕрелле качча кайнă, ывăлĕсем юнашар, инçетри ял чиперукĕсене качча илнĕ. Çавăнпа тăван-пĕлĕш, хурăнташ нумай Васильевсен, район тăрăх саланнă вĕсем. Çĕнĕ Пăва хĕрĕ Кивĕ Эйпеç ялĕнчи лавккара сутуçăра ĕçлеме пуçласанах куç илмен Валерий унран. Кунта киличчен çамрăк сутуçă Патреккелĕнче, Елчĕкре тăрăшрĕ. Тавар туянакансемпе çепĕç пулнăран, шут ĕçне лайăх пĕлнĕрен хисепе часах çĕнсе илнĕ вăл райпо системинче. Кивĕ Эйпеçре сутуçă çукран унта ĕçлеме ярсан та хаваспах килĕшнĕ хĕр. Кунтах вăл ĕмĕр-ĕмĕр пĕр сукмакпа утма тĕв тытнă савнă çыннипе тĕл пулчĕ. 1985 çулта ялта çĕнĕ çемье хутшăнчĕ. Çамрăк мăшăр кăштах ялта ĕçлесе пурăнчĕ. Унтан килĕшỹллĕ те юратуллă çемьере ывăл çуралчĕ. Тăван-пĕлĕшĕсем чĕннипе Васильевсем Чĕмпĕр тăрăхне пурăнма тухса кайрĕç. Кирек ăçта та ĕçе ячĕшĕн, çиелтен тума пĕлмен Валерипе Олимпиадăна унта тус-юлташ тупма йывăр пулмарĕ. Ача-пăча садикĕнче завхозра та, заведующинче те вăй хучĕ Олимпиада Николаевна. Валерий техникăпа аппаланма ăста. 11 çул кỹршĕ облаçре пурăнсан, Валерин амăшĕ хытă чĕннипе, çуралса ỹснĕ кĕтесе таврăнчĕ çемье. Анчах тĕп килте нумай пурăнма тивмерĕ, уйрăлса тухса çĕнĕ çĕре çурт лартма шухăшларĕç. Кĕске вăхăт хушшинчех тăванĕсем, тус-юлташĕсем пулăшнипе капмар çурт çĕкленчĕ. Валерипе Олимпиада паянхи кунччен хăйсене йывăр вăхăтра пулăшнă тăван-пĕлĕшĕсене тав тума манмаççĕ. Тăванĕсене май пур таран пулăшма васкаççĕ. Ыт ахальтен каламан пулĕ çав ваттисем: "Тăван тăварпа пиçнĕ". Пĕринче çапла каçхи апат хыççăн çемье телевизор умне вырнаçнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ республика хаçатне алла тытнă та кашни страницăна шĕкĕлчет. Куç умне Куславккари интернатри Саша ятлă ачана пулăшу кирли çинчен статья тĕл пулать. _ Эх, чĕрем мĕнле ыратса кайрĕ ун чухне çав ачана шеллесе, _ аса илет Олимпиада иртнине. _ Ашшĕ-амăшĕ пур çинчех тăлăх ỹсекен ачана шутсăр хĕрхентĕм. Пуçа капланнă шухăша мăшăрăмпа ывăл ачана пĕлтертĕм. _ Кирлĕ çав мана, пĕччен тунсăх, _ тенĕ Алеша амăшĕн шухăшне ырласа. Валерий те хирĕç мар. Кил-çурт пысăк. Укçа-тенкĕ вара ĕçлеме ỹркенмесен пулатех. Каланă _ тунă. Тепĕр куннех çула тухаççĕ Васильевсем. Анчах вĕсем çитнĕ çĕре тăлăх ачана усрава илнĕ. Тунсăхлăн таврăнать туслă çемье киле. Çапах та Липăн та, Валерин те çак ырă шухăш пуçран тухмасть. Интернатри тăлăх пепкесене курсан куççулĕсене те пытараймасть пĕр ача амăшĕ. Унтан вăл хăйĕн шухăшне районти опекăпа попечитель канашне пĕлтерет. Ырă ĕçе кам ырламĕ паллах. Çапла Васильевсем Шупашкарти интерната çитеççĕ. Пĕр ача илсе кĕреççĕ директор пỹлĕмне, тепĕр ача... Пурте килен-каянсене куçран тилмĕрсе пăхаççĕ. Пĕлеççĕ ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр ỹсекен шăпăрлансем: вĕсене малтан сăнаççĕ... Çавăнпа та Саша калашле, хăйсене лайăх енчен çеç кăтартмалла, чуна çывăх пулмалла. Пỹлĕме Саша кĕрсе тăрсан Олимпиада ỹт-пĕвĕ ăшăннăн туйăнчĕ: "Эсĕ пирĕнпе пыратăн-и, хĕрĕм?" _ терĕ вăл хĕр ачана çурăмран лăпкаса. "Пыратăп, пыратăп", _ пулчĕ хурав. Пĕрре курсах Сашăн кăмăлне кайнă Олимпиада Николаевна. "Темле хăйне евĕр ăшăлăх тапса тăчĕ", _ тет вăл халĕ. Интернатран тухсанах 9 çулхи Саша валли çĕнĕ кĕпе-йĕм, ытти тумтир туянчĕç. Халиччен ун чухлĕ япала пулман хĕр пĕрчин, çавăнпа вăл тĕлĕнсе кайнă. Сăмах чĕнме аптăранă. Пỹрте кĕрсен вара тĕлĕнмелли пушшех нумай пулнă Сашăшăн. Пĕр пỹлĕмрен теприне кĕрсе çỹренĕ вăл, картишне тухнă. "Нивушлĕ çак керменте пурăнма пуçлатăп. Сĕтел тулли апат-çимĕç. Холодильникре мĕн кăна çук? _ тенĕ çине-çинех. Хăй тантăшĕсенчен шкула кая юлса кайнăран лайăх ĕлкĕрсе пырайман Саша. Кунта вара, чăваш шкулĕнче, ăна пушшех çăмăл мар. Çавăнпа та Олимпиада Николаевнăпа Валерий Васильевичăн хĕр ачапа нумай ларма тивнĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекен Татьяна Петровна Зайцева та çĕнĕ ачапа ытларах ĕçленĕ, уйрăмшарăн нумай ларнă. Халĕ вара Саша чăвашла лайăх калаçать, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пырать, ỹкерме юратать. "4" паллă пĕрре çеç тухнă иртнĕ вĕренỹ çулĕнче. "Вырăс чĕлхи çăмăлах мар", _ тет Саша. Тăхăр çулхи хĕр ача хăй лайăх çемьене вырнаçнăшăн телейлине пытармасть, Олимпиада Николаевнăна пĕрремĕш кунранах анне, Валерий Васильевича атте тесе чĕнет. Анчах хăйшĕн çеç çунмасть унăн чĕри: таçти ача çуртĕнче унăн йăмăкĕ пур-çке, ун çинчен шухăшлать вăл. "Аннеçĕм, епле хитре вăл, пысăк хăмăр куçлă", _ тет савăнăçлă Саша амăшне ыталаса. Тепĕр тăватă уйăхран Марина та Васильевсен çемйинче пурăнма пуçлать. Тăван кил пек ырри, лайăххи мĕн пур-ши? _ Икĕ çултаччĕ ун чухне вăл. Документсене хатĕрлесе илме килтĕмĕр. Çап-çара хĕр ача илсе тухса пачĕç. Кивĕ кĕпе-йĕм те тăхăнтартайман-ши ăна? Тỹрех пасара чупрăмăр. Çĕнĕ кĕпе-йĕм, ытти япала миçе пинлĕх туяннине шутламан. Укçа-тенкĕре мар ачасен телейĕ. Ют ачасем пулмаççĕ. Вĕсем пирĕн. Эпир ответлă вĕсемшĕн, _ тет Олимпиада. Иккĕри хĕр ача пĕрремĕш хут кушак курсан кăшкăрса йĕнĕ вăхăтсене аса илсен кулăшла та. Чĕлхи уçăлман, япаласен ячĕсене те пĕлмен Марина паян кушак, йытă çурисемшĕн каçса каять. Васильевсем чылай çул ĕнтĕ предприниматель ĕçĕ-хĕлĕпе тăрăшаççĕ. Пасарта апат-çимĕçпе сутă тăваççĕ. Хăйсен çĕрĕ çинче ĕçлесе туса илнĕ пахча çимĕç сутса кĕсьене укçа-тенкĕ кĕртеççĕ. Ỹркенмеççĕ. Ывăлĕ, Алексей, салтака кайса килчĕ, йăмăкĕсемшĕн чунне пама хатĕр. Халĕ Питĕр хулине ĕçлеме çỹрет те, йăмăкĕсем вăл килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пиччĕшĕ килсен шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ вара виççĕшĕ. Васильевсенчен инкек-синкекĕ те аякка пăрăнса иртмен. Валерий Васильевич Питĕрте ĕçленĕ чухне çỹлтен ỹкет. Ванман шăм-шакĕ те юлман унăн. Темиçе операци тăваççĕ ăна. Ура çине тăрасса шанмаççĕ шурă халатлисем. Çапах мăшăрĕ сываласса шанать, уншăн нумай тăрăшать. Ачисем те ашшĕшĕн чунне пама хатĕр. Кашăкпа çитереççĕ, кирлĕ çĕре йăтса çỹреççĕ. Çулталăк ытла унăн умĕнчен каймарĕç çывăх çыннисем. Мухтав Турра, çулталăк ытла урасăр ларнă хĕрĕх çиччĕри арçын халĕ утать, вăй çитнĕ таран ĕçлет. Автомашинăпа çỹрет. _ Кама та пулсан ырă тусан, хăвна та лайăхрах. Ырă ĕç туни ырăпах таврăнать тени тĕрĕсех. Сашăпа Маринăна хамăрăн юратăва, чун ăшшине панăранах Валерий вилĕм аллинчен çăлăнса тухма вăй-хал çитерчĕ пулĕ, _ тет телейпе çиçекен хĕрарăм. Ыт ахальтен мар пулĕ Васильевсен кил-çурчĕ хăтлăхĕпе, тирпейлĕхĕпе çеç мар, ача-пăча сассипе илемлĕ. Ырă кăмăллă, сăпайлă мăшăр пурне те тарават. Хĕр ачасене те çавнах вĕрентет вăл. Акă Саша пире чей ярса пачĕ, Марина çĕнĕ кĕпе тăхăннă та ăна çаврăна-çаврăна кăтартать. _ Пире кунта питĕ лайăх. Интернатри пĕтĕм ача пирĕн пек телейлĕ пултăрччĕ, _ теççĕ ăсатма тухнă Сашăпа Марина савăнăçне пытармасăр. Чăннипех те вĕсем каланă пек пултăрччĕ.