Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прививкăсем чирсенчен сыхлаççĕ

06 сентября 2008 г.

2007 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи патшалăхăн тĕп санитари врачĕ приоритетлă "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн "2008 çулта Чăваш Республикинче пурăнакансене иммунизацилесси çинчен" йышăну кăларнă. Çак йышăну районта мĕнле пурнăçланса пырать? Чирсенчен сыхланни вĕсенчен сиплессинчен экономика енчен те, сывлăхшăн та усăллăрах. "Сывлăх" наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе районта организациллĕ тата практикăллă мероприятисем ирттернĕ, çынсене çивĕч вируслă В гепатитпа, хĕрлĕ шатрапа, гриппа чирлесрен сыхлас тĕлĕшпе прививкăсем тунă. Районта çулсеренех В гепатитпа чирлекенсем тĕл пулатчĕç. В гепатит организмшăн питĕ сиенлĕ. Вăл ытларах пĕвере сиенлет, ытти органсене те нумай вăхăт хушши чирлеттерет, чылай чухне рака куçарма пултарать. Çие юлнă хĕрарăмăн вируссем пулсан, ачана чир хырăмрах е ăна çуратнă чухне ерет. Вăл ар çыхăнăвĕсем урлă та, юнпа, шприцсемпе яракан наркотиксемпе, лайăх çуса тасатман, стерилизаци туман инструментсемпе, шăл тасатмалли щеткăсемпе, турасемпе, маникюрпа педикюр, татуировкăсем тунă тата ытти чухне те лекме пултарать. Хĕрарăм çие юлнă вăхăтра хĕрлĕ шатрапа чирлесен ачисем çураличченех айăплă пулаççĕ. Теприсен хырăм ỹкет. Çуралнисен 75 проценчĕ чĕре, юн чирĕсемпе асапланаççĕ, куçĕсем курмаççĕ,ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлаççĕ. Асăннă чирсенчен сыхланмалли тĕп мел - прививкăсем туни. Пирĕн районта 2006 çултанпа халăх сывлăхне сыхлас енĕпе наци проекчĕ ĕçлет. Унăн пысăк тĕллевĕ - профилактикăллă ĕçсем туса ирттересси, ытларах прививкăсем тăвасси. 2006 çулта 3010 ачана 3-шер хут В гепатит вакцинипе прививка тунă, хальхи вăхăтра ачасене тата çамрăксене 18 çул таранччен 99,8 процентне чиртен хỹтĕленĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕнче 2007 çулта наци проекчĕпе плана кĕртнĕ 18-тан пуçласа 35 çулхи çынсене прививка туса пĕтернĕ. Халăха хушма иммунизаци туни В гепатитпа чирлессине чакарма май парать те. Çавăн пекех 2007 çулта наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 18-25 çулхи 1639 хĕрарăма хĕрлĕ шатраран, 3400 çынна грипп ересрен прививка тунă, ку вăл районти халăх йышĕн 14,8 проценчĕ чухлĕ. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2008 çулта 36-55 çулхи 2215 çынна В гепатит вакцинипе прививка тумалла. Пĕрремĕш прививкăна тăвассине 56,4 процент пурнăçланă. Грипп чирĕнчен сыхланма кăçал 3660 çынна вакцинаци тума плана кĕртнĕ, прививкăсене юпа уйăхĕнче тума палăртнă. Районти халăха прививкăсем тунин усси пысăк: 2007 çулта хĕрлĕ шатра чирĕпе чирлесси, 2005 çулпа танлаштарсан, 2,5 хут чакнă, В гепатитпа тата гриппа 2007 çулта чирлекенсем пулман. Çакна палăртмалла: халăха иммунизаци тунă чухне шурă халатлă ĕçченсен санитарипе эпидемиологи требованийĕсене çирĕп пурнăçламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика