Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕте йỹнĕпех сутма тивет

06 сентября 2008 г.

 Ялта ĕçлесе пурăнаканăн шалăвĕ пысăк мар. Çавна май кулленхи пурнăçа сыпăнтарса пырас тесе вăл ỹркенмесĕр килти хушма хуçалăхра тăрăшать. Туса илнĕ продукцие сутнинчен тупăш илес ĕмĕтпе йышлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, май пур таран ытларах лаптăкра пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтерет. Ялсенче 2-3 сăвакан ĕне тытакан çемьесем те çине-çинех тĕл пулаççĕ. Шел пулин те, юлашкинчен, хресченĕн хура тарĕ витĕр пулнă ĕçе продукци туянакансем нимĕн чухлĕ та хакламаççĕ. Халăхран туянакан сĕт хакĕ, хĕллехи вăхăтрипе танлаштарсан, икĕ хута яхăн чакрĕ. Çакă ĕне усракан çынсене шухăшлаттарать. "Ĕне тытнин нимĕн усси те çук", _ теççĕ вĕсем. Хăйсен чунĕсенче капланса çитнине çынсем пĕр-пĕрин хушшинче сỹтсе яваççĕ. Калаçнин усси пулсан юрĕччĕ-ха. Юлашки вăхăтра çине-çине тенĕ пекех çак ыйтупа темиçе çын редакцие те шăнкăравларĕ. Вĕсем предпринимательсем сĕте хăш ялта мĕнле хакпа туяннине пĕлесшĕн, çакна район хаçачĕ урлă пĕлтерме, ăнлантарса пама ыйтаççĕ. Тĕрĕсех, çавăн пек вăй хурса туса илнĕ продукцие никамăн та йỹнĕ хакпа парса ярас килместех. Тепĕр енчен, ĕне усрасси качака тытасси мар. Ăна хĕл каçарма мĕн чухлĕ утă-улăм хатĕрлемелле, тĕш тырă туянмалла, пăхса-тасатса тăма та çăмăл мар. Çак тĕслĕх, паллах, пирĕн районта анчах мар. Çулла пур çĕрте те сĕт хакĕ чакать. Хĕллехи вăхăтра унăн пĕр литр хакĕ 12 тенке те çитрĕ. Ун чухне пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси сахалрах, çавна май продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем уншăн хаклăрах тỹленине ăнланма пулать, сĕт пухакан предпринимательсем те çынсене çакнах каласа ăнлантараççĕ. Ун пек тесен, халĕ _ кĕркунне те сĕт çуллахи пекех йỹнĕ. Хак хăçан ỹсет? Уйрăм предпринимательсенчен кашнийĕ, хăйсем мĕн чухлĕ тупăш илме пултарнине кура, сĕте тĕрлĕ хакпа туянать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Тăрăм ял тăрăхĕн территорийĕнче, тĕслĕхрен, сĕтĕн пĕр литрне 6,5-7 тенкĕпе туянаççĕ. Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Кĕçĕн Таяпа тăрăхĕсенче вăл 6,5 тенкĕпе, Аслă Елчĕкре 6,3 тенкĕпе, Яманчỹрелĕнче, Шăмалакра, Кỹлпуçĕнче 6,2 тенкĕпе танлашать, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Курнавăш ялĕсенче халăхран туянакан сĕтĕн хакĕ тата пĕчĕкрех _ 5,5-6 тенкĕ анчах. Халăхран туянакан сĕт, лавккари хатĕр продукципе танлаштарсан, темиçе хут йỹнĕрех. Пакетри 0,5 литрлă кефира вăтамран 12 тенкĕ парса туянмалла. Лару-тăру малашне те çаплах пулсан, уйрăм çынсем ĕне усрама пăрахас хăрушлăх та тухса тăрать. Светлана

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика