06 сентября 2008 г.
Кашни çулах çурла уйăхĕнче патшалăх техника асăрхавĕн республика инспекцийĕ Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕпе пĕрле "Трактор" операци ирттерет. Йăлана кĕнĕ тăрăх, патшалăх техника асăрхавĕн районти, çавăн пекех кỹршĕ Комсомольскинчи инспекцийĕсен, шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн, патшалăх пушар асăрхавĕн инспекторĕсем, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем тракторсемпе, ял хуçалăхĕпе строительствăн хăйсем тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслерĕç. Уйăхлăх вăхăтĕнче пурĕ 268 техникăна пăхнă. Тĕрĕслев кăтартса панă тăрăх, вĕсенчен 12-шĕ çул çỹремелли йĕркесене пăснине, 9-шĕ _ хăрушсăрлăх техникин, 5-шĕ экологи ыйтăвĕсене тивĕçтерменнине палăртнă. Çавăн пекех тĕрĕсленĕ машинăсенчен 3-шне патшалăх енчен регистрацилемен, 11-шĕ патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман. Çав-çавах техника хатĕрĕсемпе ĕçлекенсем хушшинче йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем те сахал мар. "Колос", К.Маркс ячĕллĕ, "Марс", "Знамя" ЯХПКсенче, "Аранчеево", "Урожай" ОООсенче техникăпа ĕçлеме машинист-тракторист удостоверенине илмен, категорине тивĕçтермен çынсене явăçтарнă. Çавăн пекех регистраци докуменчĕсемсĕр, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман машинăсем те ĕçе тухнă тĕслĕхсем пур. Çул çỹремелли, хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăснăшăн 38 механизатора, юсавсăр техникăна ĕçе явăçтарнăшăн должноçри 13 çынна айăпланă, 12600 тенкĕлĕх штрафланă.