Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мастер-класс - бронза призерĕпе

03 сентября 2008 г.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен пуçласа ачасем шкулта хăвăрт утма та вĕренĕç. Çак дисциплинăна физкультура урокĕсен программине кĕртес ыйтупа Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ А.Николаев Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствипе калаçса татăлнă. Сĕнĕве ырласа йышăннă. Чăваш Республикин Спорт министерствин вĕрентỹпе спорт уйрăмĕн тата Олимп резервĕсен 8-мĕш спорт шкулĕн специалисчĕсем ятарлă программа хатĕрлеççĕ. Физкультура учителĕсен квалификацине ỹстерес, хăвăрт утассин техникине вĕрентес тĕллевпе вĕсемпе мастер-классем ирттереççĕ. Районти физкультура учителĕсемпе тренерсем ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче хăвăрт утас енĕпе Олимп вăййисен бронза призерĕпе Владимир Андреевпа тĕл пулнă. Хăвăрт утас енĕпе палăракан ачасемпе ытларах, вĕсене малалла вĕренме ярас пирки пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика