03 сентября 2008 г.
Çыннăн çăварĕнче, çинçе тата хулăм пыршинче 15 пин тĕрлĕ ансат ỹт-пỹллĕ чĕрĕ чун пурăнать. Вĕсенчен пĕри _ лямбли, вăл пĕр клеткăран тата икĕ жгутикран тăрать. Лямбли лексе чирлеттернĕ чире лямблиоз теççĕ. Лямблисем çыннăн çинçе пыршин çỹлти пайĕнче тăранса пурăнаççĕ, пĕр клеткăран икĕ пая пайланса ĕрчеççĕ. Çинĕ апат-çимĕçпе пĕрле пыршăн аялти пайне куçсан 10-15 кун хушшинче цистасем пулаççĕ. Цистасем тăрăхларах çаврака, 10-14 мк тăршшĕ, икĕ е тăватă ядроллă пулаççĕ, каяшпа пĕрле çын организмĕнчен тухаççĕ, шыва, тăпра çине лекеççĕ. Лямблин цистисем 16-22 градус ăшăра 4 кун, 2-4 градусра 21 кун, 18-22 градуслă шывра 19 кун, 6-12 градуслă 10 сантиметр тарăнăш çĕр айĕнче 16 кун таранччен пурăнма пултараççĕ, 50 градус таран сивве чăтаççĕ. Чир лямблипе вăрах вăхăт хушши чирлекен çынран ерет. Чирĕн вăрттăн вăхăчĕ (инкубационный период) 5-25 кун шутланать. Сывă çыннăн органи-змне лексен, çинçе пыршăра лямблин цистисем трофозитсем çине пайланса ĕрчеме тытăнаççĕ, çыннăн чир паллисем палăраççĕ: апат анмасть, ăш пăтранать, вăйĕ пĕтет, час ывăнать, тулашать, йĕрмĕшленет, пуçĕ ыратать, çаврăнать, Лямблиозпа чирлес мар тесен харпăр хăй гигиенине пăхăнмалла, алăсене çумасăр апат çимелле мар, улма-çырлана, пахча-çимĕçе лайăх çуса, вĕри шывпа пăшăхласа çимелле.