Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш шăнкăрав сывлăх урокне йыхравларĕ

03 сентября 2008 г.

Пĕрремĕш шăнкăрав сывлăх урокне йыхравларĕ Çанталăк сивĕ, çумăрлă пулнине пăхмасăр, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти уяв _ Пĕлỹ кунĕ, асра юлмалла иртрĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулталăкĕн пĕрремĕш кунне сывă пурнăç йĕркине халалларĕç. Кунта савăнăçлă лару-тăрура нумай функциллĕ спорт площадкине уçрĕç. Юлашки çулсенче массăлла спорта, уйрăмах ача-пăча спортне аталантарасси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Федерацин "2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программине ĕçе кĕртессипе Чăваш Республики малта пыракан регионсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ачасемпе çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçре "Единая Россия" политика партийĕ пысăк пуçару тăвать. "Газпром _ ачасене" социаллă программăпа килĕшỹллĕн, кăçал пирĕн республикăна çĕнĕ спорт площадкисем тума 10 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Палăртнă укçа-тенкĕн пĕр пайĕ пирĕн района тивĕçнипе усă курса Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул территорийĕнче кĕске вăхăтра нумай функциллĕ спорт площадкине тума, ăна Пĕлỹ кунĕ тĕлне хута яма ĕлкĕртрĕç. Сывă пурнăç йĕркине халалланă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти савăнăçлă уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, "Чăвашрегионгаз" ОООн генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, спорт вăййисен оборудованийĕсене ăсталакан "Романс" предприятин директорĕ Н.Николаев, район пуçлăхĕ Н.Миллин, нумай çул Елчĕкри шкулта директор пулса ĕçленĕ, СССР халăх учителĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ П.Чернов хутшăнчĕç, вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламларĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский: "Елчĕк шкулĕ _ тĕслĕхлĕ шкул. Кунта Олимп чемпионĕ Ардалион Игнатьев вĕреннĕ, унăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытар", _ тесе палăртса каланă сăмахсем уйрăмах кашни шкул ачин чунĕнче мăнаçлăх çуратма тивĕçлĕ. Спортпа туслашма чĕнсе калани те çакă. "Чăвашрегионгаз" ОООн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов савăнăçлă самантпа усă курса спорт площадкин символла çăра уççине район пуçлăхне Н.Миллина пачĕ. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем кăçал пуçласа пĕрремĕш класа килнĕ шăпăрлансене алран çавăтса спорт площадкине илсе кĕчĕç. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав пурне те сывлăх урокне йыхравларĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика