30 августа 2008 г.
Иртнĕ эрнере района шкул автобусĕсем йышлă килни ыт ахальтен пулман. Виçĕ районти _ Шăмăршăри, Патăрьелĕнчи, Комсомольскинчи вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе педагогĕсем _ пурĕ 254 çын Елчĕксен ĕç опычĕпе паллашма килнĕ. Хăнасем Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ шкулсен, педагогсен вĕрентỹри çĕнĕлĕхĕсемпе паллашнă. Миллионер-шкулсен ертỹçисем кашни уйрăм темăпа пухăннисен умĕнче тухса калаçнă, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес енĕпе мĕнле ĕçленине тишкернĕ. 100 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ педагогсем ĕçтешĕсене харпăр-хăй шкулĕнче кĕтсе илнĕ, мастер-класс панă, ĕç кабинечĕпе, электронлă портфолиопа, хăйсем хатĕрленĕ методика кăтартăвĕсемпе, вĕсем вĕрентекен ачасен ĕçĕ-хĕлĕпе, районти, республикăри, Раççейри конкурссене епле хутшăнни таранчченех каласа панă. Елчĕксен вĕрентỹри ĕçĕ-хĕлĕпе хăнасем кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Шкул территорийĕсем тирпейлĕ те таса, кашни шкултах музейсем пулни уйрăмах килĕшнĕ кỹршĕсене. "Çапах та вĕрентỹ ĕçĕнче çивĕч, татса памалли ыйтусем те сахал мар. Çавăнпа пĕрле пухăнса канашлани кирлех кун пек чухне", _ тесе пĕтĕмлетнĕ вĕсем хăйсен ĕçне юлашкинчен. Мастер-классем кăçал пуçласа ирттереççĕ районта. Çак кунах пирĕн районти педагогсемпе шкул директорĕсем кỹршĕ районсенчи ĕçтешĕсен опычĕпе паллашнă.