Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунсăхлама вăхăт çук

30 августа 2008 г.

 Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе вĕренỹрен пушă вăхăтра тата çуллахи каникул вăхăтĕнче кăçал пурĕ 400-е яхăн çул çитмен ача-пăча вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупрĕ, укçа ĕçлесе илме пултарчĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе ĕç паракансемпе, вĕрентỹ, çамрăксемпе ĕçлекен органсен представителĕсемпе тĕл пулаççĕ, координаци ĕç-хĕлне йĕркелесе пыраççĕ. Çавăн пекех районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса парас тĕллевпе ĕç паракансемпе килĕшỹсем тăвать. 14 çултан тытăнса ачасене ĕçе илме пултараççĕ. Анчах çакăн пирки ашшĕ е амăшĕн килĕшĕвĕ кирлĕ, вĕсем ачине ĕçлеме ирĕк пани çинчен çырса парса ĕнентермелле. Анчах ачасене сывлăхшăн сиенлĕ, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан условисенче _ вăйăсен бизнесĕнче, çĕрлехи клубсемпе барсенче, производствăра, сăра-эрех, табак изделийĕсем, наркотиклă препаратсем сутнă, турттарнă çĕрте ĕçлеттерме юрамасть. 14 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачасене кунне 5 сехетрен, 16 çултан пуçласа 18 çулхисене 7 сехетрен ытла ĕçлеттермелле мар. Шкулта, пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче вĕренекенсене, пĕр вăхăтрах ĕçлеççĕ те пулсан, 14-16 çулхисене _ 2,5 сехетрен, 16-18 çулхисене 3,5 сехетрен ытла ĕçлеттермелле мар. Çул çитмен ачасем 4 эрне ĕçлеççĕ. Пĕр уйăхра вĕсене 781 тенкĕ тỹлеççĕ. Ку укçана федераци бюджетĕнчен уйăраççĕ. Çакă, паллах, пысăк укçа мар, апла пулин те ачасене хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ хавхалантарать, малашнехи професси хăнăхăвĕпе ăсталăхне алла илме май парать. Предприятисемпе организацисен ертỹçисем асăннă мероприятисен пĕлтерĕшне тĕпе хурса районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пурĕ 30 килĕшỹ тунă, çул çитмен 405 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисемпе анчах мар, ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе те килĕшỹсем çирĕплетнĕ. Вĕсем: "Яльчикская" ДПМК, В.П.Падуев уйрăм предприниматель, "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ, "Колос", "Марс", "Рассвет", "Сатурн", "Родник", "Агрофирма "Нива", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсем. Çĕртме уйăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса пама пулăшас тĕллевпе вакансисен ярмăрккине ирттерчĕ. Çапла майпа 14-17 çулхи çамрăксене ĕç тупса панипе пĕрлех пĕр-пĕринпе паллашма май туса панă. Асăннă мероприятие ял хуçалăх предприятийĕсен, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Район администрацийĕн тата шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕсенче учета илнĕ çул çитмен ачасен списокне кашни уйăхра тăратаççĕ. Списокпа тĕплĕн паллашнă хыççăн чи малтан вĕсене, тулли мар, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене ĕçе вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Çул çитмен ачасем ушкăнпа, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килеççĕ, ĕç условийĕсемпе, мĕнле тỹленипе кăсăкланаççĕ. Çавăн пекех район администрацийĕпе ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен çамрăксене 2007-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене пĕрле татса парас тĕлĕшпе килĕшỹ çирĕплетнĕ. Килĕшỹре ачасене вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме условисем туса парасси, 2008 çулта вĕсене тỹлеме вырăнти бюджетран 5 пин тенкĕ укçа уйăрасси çинчен палăртнă. Чăваш Республикин Президенчĕн "Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен" (2007 çулхи раштавăн 14-мĕшĕ, 110-мĕш номер) Указне, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин "2008 çулта Чăваш Республикинче Ырă ĕçсен çулталăкне хатĕрленсе ирттерессин мероприятийĕсем çинчен" çырăвне (2008 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕ, 01-14Ỹ168) тата "Ватă çынсемпе инвалидсене çул çитмен граждансем социаллă пулăшу парасси çинчен" мероприятисен планĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен ачасене ватăсене, инвалидсене килĕсене кайса пулăшма май туса пачĕ, çапла майпа 65 çамрăка ĕçлĕ пулма пулăшнă. Вĕсем хăйсен тивĕçне ăнланса пурнăçланă. Çакăншăн вĕсене ватăсем чĕререн тав турĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем шкулти ĕç бригадисенче пулса курчĕç. Паянхи професси тĕнчи мĕнле? Профессисен пуласлăхĕ мĕнле? Çамрăксем нумайăшĕ хăш професси модăра пулнине шута илеççĕ. Анчах ĕç паракансем апла шутламаççĕ, вĕсем конкретлă специальноçа алла илнĕ, çамрăксен ĕç опычĕ пуррине чи малти вырăна хураççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрти профконсультантсем çамрăксене шухăшлаттаракан тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Профориентаци тĕл пулăвĕнче тепĕр 5-8 çултан хăш специальноçсем чи кирли пулса тăнине тишкереççĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, паянхи специалистсен вырăнне ыран урăххисем кирлĕ. Ĕç рынокĕ ку е вăл специальноçа ыйтнисĕр пуçне, кашни çыннăн хăйĕн пултарулăх енĕ, килĕштерекен ĕçĕ пур. Çавна май пулас профессие суйласа илнĕ чухне ĕç паракансен ыйтăвĕсене тĕпе хумалла. Промышленноçра рабочи специальноçĕсем илнĕ çынсем çитмен тапхăрта экономистсемпе бухгалтерсем, юристсем ытлашши пулнине куратпăр. Çамрăксемпе тĕл пулнă чухне яланах çакă паллă: професси карьерине тунă чухне палăртнă тĕллевсем патне çитесси тапхăрăн-тапхăрăн пулса пымалла, малашнехи ăнăçлăх çакăнтан нумай килет. Шкултан вĕренсе тухнă çул çитмен çамрăксене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта çак специальноçпа професси пĕлĕвĕ параççĕ: ПЭВМ операторĕ, автослесарь, электрогазосварщик, сутуçă-кассир, çĕвĕ çĕлекен оборудованисен операторĕ, парикмахер, атă-пушмак, сехет юсакан, повар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика