30 августа 2008 г.
Çак кунсенче районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ĕçченĕсем "Ĕç ветеранĕ", "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятсене илнĕ сумлă пенсионерсене чаплă лару-тăрура удостоверени пачĕç. Социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕ И.Аникина ĕç ветеранĕсене сумлă ятсем илнипе саламланă май, вĕсене паракан çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ. Районти 14 пенсионер "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче Л.Н.Чернова, Н.И.Агеев, В.Н.Московский (Елчĕк), В.З.Афанасьев, Н.Е.Молоствов (Аслă Елчĕк), М.Н.Елисеева, В.П.Люлин (Аслă Пăла Тимеш), О.С.Захарова, Н.А.Кедрова (Патреккел), Ю.С.Иванова (Хăвăлçырма), Е.Н.Никитина (Вăрăмхăва), З.Н.Осипова (Питтĕпел), В.А.Павлова (Кармал), В.И.Трофимова (Кушкă). Аслă Елчĕкри З.П.Карамаликова пенсионерка вара "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят панипе кăмăллă.