30 августа 2008 г.
Çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси кашни çыннăн _ ашшĕ-амăшĕн, воспитательсемпе вĕрентекенсен, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен, обществăн тĕп тивĕçĕ. Юлашки çулсенче çул çитменнисем тăвакан преступленисен шучĕ ỹсни пăшăрхантарать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта çакăн евĕр 2 преступлени пулнă пулсан, кăçал çул çитменнисем тунă 5 преступление регистрациленĕ. Статистика палăртнă тăрăх, преступлени çулĕ çине тăракан ачасен ытларах пайĕ йĕркесĕр çемьесенче ỹссе çитĕнет. Çавăнпа та воспитани ĕçĕнче чи малтанах çемье тĕп вырăн йышăннине палăртса каласшăн эпĕ. Йĕркесĕр çемьесен шучĕ ỹссе пыни те пăшăрхантарать. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенинче паянхи кун çакăн евĕр 12 питĕ йывăр çемье шутланса тăрать. Вĕсенче икшер е виçшер ача çитĕнет. Çак çемьесенче çитĕнекен ача-пăчан пурăнма, вĕренме условисем питĕ япăх: ашшĕ-амăшĕ ĕçке ярăннăран, вĕсем укçи-тенкине эрех-сăра çине тăкакланăран ачисене тивĕçлĕ пăхаймаççĕ, ыттисем евĕр апатлантараймаççĕ, тумлантараймаççĕ. Выçăпа аптăранă, çукпа пурăнакан ачасем хырăмĕсене тăрантарас тĕллевпе ют пурлăха хапсăнаççĕ, çакăнтан ĕнтĕ вĕсен преступлени çулĕ çине тăрасси пуçланать. Тĕслĕх вырăнне манăн Элекçей Тимеш ялĕнчи Ч.-сен çем-йине палăртас килет. Ашшĕ-амăшĕ эрех ăшне путнăран шкул çулне çитмен икĕ хĕр час-часах выçăпа аптăраççĕ. Шелленĕрен ял-йыш вĕсене апат-çимĕç илсе килнĕ тĕслĕх пĕрре мар пулнă. Ч.-сен килĕнче тĕрĕслевпе пулнă май ашшĕ-амăшĕ тăтăшах ỹсĕррине курма пулать. Çак çемье малашне те тỹрĕ çул çине тăма шутламасан вĕсене ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарас ыйту тăрать. Л