Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли _ асăрханулăхпа тимлĕх

30 августа 2008 г.

Терроризм çулне пỹлмелли чи шанчăклă меслет _ пирĕн кулленхи тимлĕх. Кашни çыннăн хăй пурăнакан хуçалăхра, подъ-ездра, ытти обществăлла вырăнта асăрханулăх пирки манмалла мар. Çавна май хамăр енчен хăш-пĕр сĕнỹсемпе канашсем парас килет. Террорла актсенчен асăрханас тесен: _ путвалсемпе маччана хăпартмалли алăксене яланах питĕрсе тăмалла, вĕсене тимĕр решеткесемпе картламалла, час-часах пăхса, тĕрĕслесе тăмалла; _ çынсем пурăнакан вырăнсенче, ялсенче çĕрлехи хурал йĕркелемелле; _ питĕрнĕ çăрасене тата пичетлесе илнĕ алăксене тĕрĕслеме ирĕклĕ дружинăсем йĕркелемелле; _ палламан автомашинăсемпе ют çынсене асăрхасан тимлĕхе татах та ỹстермелле. _ путвалсене е ытти çĕре пушатакан ешчĕксемпе коробкăсенче мĕнле япаласем упраннипе интересленни пĕрре те ытлашши мар. Террорла акт пулас хăрушлăх тухса тăрсан: _ çакăн çинчен халăха пĕлтерме май паракан хатĕрсене васкавлăн тĕрĕслемелле; _ халăха пулас хăрушлăх пирки пĕлтермелле; _ чỹрече каррисене хупмалла; _ васкавлăн эвакуациленме япаласене, документсемпе укçана, хăвăрт пăсăлман апат-çимĕç продукчĕсене хатĕрлесе сумкăсене хумалла; _ малтанхи пулăшу пама кирлĕ медицина препарачĕсене хатĕрлесе хумалла; _ инкекре кỹршĕсемпе пĕр-пĕрне пулăшма калаçса татăлмалла; _ çынсем уйрăмах нумай пухăнакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле; _ информаци пĕлме май паракан хатĕрсене (радио, телевизор) ĕçлеме чармалла мар; Нумай чухне терактсем террористсем çынсене заложника илнипе вĕçленеççĕ. Кун пек чухне çухалса кайма кирлĕ мар, шанăçа çухатмасăр ыттисене хавхалантарма тăрăшмалла. Террористсене тарăхтармалла мар, хăвăра лăпкă тытмалла. Терактсем ытларах ăçта пулма пултараççĕ? Вокзалта, пасарта, стадионта, лавккасенче, вĕренỹпе культура заведенийĕсеннче, ача-пăча учрежденийĕсенче, больницăра, путвалсенче. Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласен шутне пушă сумкăсемпе чăматансем, тулли хутаçсемпе енчĕксем, ют транспортсем кĕреççĕ. Иккĕлентерекен хуçасăр япаласене асăрхасанах пĕр тăхтаса тăмасăр районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй уйрăмне е райадминистрацин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайне пĕлтермелле. Асăннă япаласен çывăхне пыма, алăпа тытма юраманнине асрах тытăр. Çак вăхăтра карас телефонпа калаçни те инкек кăларма пултарать: çыхăну хумĕ сирпĕнме пултаракан паллă мар хатĕре ĕçлеттерсе ярас хăрушлăх пур. Терроризм _ общество тăшманĕ. Çавăнпа та кашнийĕнех сыхă пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика