30 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ _ Успени кунĕ _ Патреккел ялĕшĕн çулталăкри чи пысăк уяв. Чылай малтан хатĕрленме, çак кун тĕлне пысăк ĕçсене вĕçлеме тăрăшаççĕ Патреккелсем. Шăп пилĕк çул каялла ял уявĕ кунĕ çуртсене çут çанталăк газĕ çитнине лайăх астăваççĕ ял çыннисем. Кăçал вара çак кун Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов йĕркеленипе, "Куçса çỹрекен "Яльчикская" механизациленĕ çул-йĕр колонни" производство кооперативĕн ертỹçи В.Скворцов пулăшнипе ял халăхĕпе уява килнĕ хăнасем Шупашкар артисчĕсен тата Патреккел юрăçисен концерчĕпе сĕм çĕрлеччен савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç. Генннадий Арсентьевичпа Владимир Петровича, юрăçăсене кашниех пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Е.ПЕТРОВА Патреккелсем канма та, ĕçлеме те пĕлеççĕ Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ _ Успени кунĕ _ Патреккел ялĕшĕн çулталăкри чи пысăк уяв. Чылай малтан хатĕрленме, çак кун тĕлне пысăк ĕçсене вĕçлеме тăрăшаççĕ Патреккелсем. Шăп пилĕк çул каялла ял уявĕ кунĕ çуртсене çут çанталăк газĕ çитнине лайăх астăваççĕ ял çыннисем. Кăçал вара çак кун Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов йĕркеленипе, "Куçса çỹрекен "Яльчикская" механизациленĕ çул-йĕр колонни" производство кооперативĕн ертỹçи В.Скворцов пулăшнипе ял халăхĕпе уява килнĕ хăнасем Шупашкар артисчĕсен тата Патреккел юрăçисен концерчĕпе сĕм çĕрлеччен савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç. Генннадий Арсентьевичпа Владимир Петровича, юрăçăсене кашниех пысăк тав сăмахĕ каларĕ.