27 августа 2008 г.
Вăрçă тата ĕç ветеранĕсене пирĕн çĕршывра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Республикăра тата кашни районта ватăсен пурнăçне кирлĕ шайра йĕркелесе пырассишĕн тăрăшса вăрçă тата ĕç ветеранĕсен канашĕсене туса хунă. Пирĕн районта ветерансен канашне Серафима Александровна Терентьева ертсе пырать, унăн çумĕ _ Роберт Иванович Бобылев. Вĕсем хăйсем те пенсионерсем пулнипе ватăсемпе пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ, ялсенчи ветерансен канашĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Серафима Александровна çамрăк чухнех питĕ вичкĕн, ĕçре пултаруллă пулнипе районта палăрса тăнă, халĕ те хĕрỹлĕхне, тăрăшулăхне çухатмасть. Ĕлĕк хăйсен ĕçĕсемпе палăрнă ветерансене йыхравлать, вĕсемпе ĕçлĕ пухусем, тĕрлĕрен форумсем ирттерме мехел çитерет. Çакăн пек мероприятисене ирттерме вĕсене район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Аникина, Раççей Пенси фончĕн управленийĕн ертỹçи З.Яковлева пулăшса пыраççĕ. Ветерансем районта пĕрле пуçтарăннă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнмасăр юлнине нихăçан та курман. Вăл ватăсене районта туса ирттернĕ калăпăшлă ĕçсемпе паллаштарать, ветерансем тухса калаçнисене, сĕнĕвĕсене тимлĕ итлет, вĕсен пурнăç опытне пысăк хисепе хурать. Çакăн пек мероприятисене ирттернĕ çĕре чылай чухне республика шайĕнчи ертỹçĕсем те хутшăнаççĕ, ĕçлĕ калаçусем ирттереççĕ. Майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерỹ кунне уявласси, Ваттисен кунне ирттересси, çавра сĕтел тавра пухăнса ларасси, паллах, спонсорсен пулăшăвĕсĕр пулмасть. Предприятисемпе организацисен ертỹçисем, уйрăм предпринимательсем ватăсене ăнланма яланах хатĕр. Çакă вĕсем вăрçăпа ĕç ветеранĕсене тивĕçлипе сума сунине кăтартса парать. Вĕсем спонсорсене чун-чĕререн тав тăваççĕ. С.Терентьева палăртнă тăрăх аптека ертỹçи Р.Молодова, район больницин тĕп тухтăрĕ Л.Клементьева, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн тата АПК ĕçченĕсен профсоюз организацийĕсем вăрçăпа ĕç ветеранĕсен спонсорĕсем пулнă. Культура ĕçченĕсем, музыка шкулĕнче вĕрентекенсем ватăсене концертсем кăтартса савăнтараççĕ. Ваттисен ырă пехилĕ сирĕн пата çиттĕрех. Район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи тăрăшнипе вăр-çăпа ĕç ветеранĕсен канашĕ иртнĕ кунсенче сумлă ватăсене Шупашкара илсе кайса килме пултарчĕ. Шăпах çак кун Елчĕк районĕнчен Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашне суйланнă Павел Семенов депутат Шупашкара килнĕ. Вăл Елчĕкри вăрçăпа ĕç ветеранĕсемпе тĕл пулу ирттерме килĕшнĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый ветерансемшĕн тăрăшса автобус уйăрчĕ. Çапла пурте пĕрле Шупашкара тухса кайрăмăр. Пирĕн хушăмăрта Р.И.Бобылев, К.М.Леонтьева, И.Е.Петров, П.М.Михайлов, В.Е.Питаков сумлă ватăсем пулчĕç. Чылайранпа хулана килсе курман ватăсемшĕн тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Çĕнĕ, чаплă çуртра вырнаçнă Наци музейĕнче экскурсире пултăмăр, залив хĕрринчи илеме курса тĕлĕнтĕмĕр. Тĕп хуламăрăн сăн-сăпачĕ палламалла мар улшăнса илемленнĕ. Чăваш Республикин вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председательне А.Ф.Филиппова юбилей ячĕпе хăйĕн ĕç пỹлĕмне кĕрсе саламларăмăр, унпа пĕрле уяв сĕтелĕ хушшинче те пултăмăр. Кайран палăртнă вăхăтра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕпе П.В.Семеновпа тĕл пулма унăн йышăну пỹлĕмне пухăнтăмăр. Унта ветерансене валли уяври пек сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрленĕ. Пурне те сĕтел хушшине лартса апатлантарчĕç. С.А.Терентьева Елчĕкри сĕт-çу заводĕнчен парса янă сыра, "Канашри чăх-чĕп" фабрикин Елчĕкри уйрăмĕнче тĕтĕмленĕ хур тушкине, чăваш капăртмине, ытти кучченеçе сĕтел çине хутăмăр. Ватăсем патне администраци ĕçĕпе Шупашкара килнĕ район ертỹçи Н.Миллин кĕрсе тухрĕ. Часах Павел Семенов депутат хăй те килсе çитрĕ, пурне те ăшшăн саламларĕ. Пире вăл хăйĕн депутат ĕçĕ çинчен каласа пачĕ, ветерансен тĕрлĕрен ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравларĕ. Çапла депутатпа куçа-куçăн тĕл пултăмăр, ăшшăн калаçрăмăр.