27 августа 2008 г.
Федерацин 2008 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчи 156-мĕш саккунĕ малалла ĕçлекен çар пенсионерĕсене иккĕмĕш пенси гарантилет. Çавăн пекех асăннă документ патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене _ нумай çул ĕçленипе тивĕçлĕ канăва тухнисене те _ пырса тивет: вĕсене пенси памалла тунă хыççăн ĕçленĕ тапхăршăн пенсин страховани пайне çĕнĕрен шутласа парас вырăнне ĕç пенсийĕн страховани пайĕн уйрăм виçине çирĕплетме пултараççĕ. Ватлăхри ĕç пенсийĕн страховани пайне (ĕç пенсийĕн страховани пайĕн уйрăм виçине) çирĕплетме ыйтса çырнине нумай çул ĕçленипе е федерацин 1993 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнчи "Çар службинче, шалти ĕçсен органĕсенче, пушара хирĕç кĕрешмелли службăра тăнă, наркотик хатĕрĕсемпе психотроплă япаласен çаврăнăшне контрольлекен органсенче, уголовлă айăплава пурнăçлакан органсенче службăра тăнă çынсене тата вĕсен çемйисене пенсипе тивĕçтересси çинчен" Саккунĕпе инвалида тухнипе пенси илекен çар çыннисем (призывпа çар службине чĕннĕ салтаксемсĕр, матроссемсĕр, сержантсемпе старшинасемсĕр пуçне) тата ватлăхри ĕç пенсийĕн ирĕкĕ пуррисем Раççей Пенси фончĕн вырăнсенчи управленине пама пултараççĕ. Ĕç пенсийĕн ирĕкне тивĕçмелли услови _ пенси ỹсĕмне çитни (арçынсемшĕн _ 60, хĕрарăмсемшĕн _ 55 çул) тата страховани стажĕ 5 çултан кая мар пулни (унта инвалидлăх пенсийĕ памалли тăвичченхи служба вăхăчĕ тата службăн, ĕç-хĕлĕн ытти тапхăрĕ, нумай çул ĕçленипе тивĕçнĕ пенси виçине палăртма тĕпе хуни кĕмеççĕ). Федерацин, Раççей субъекчĕсен нумай çул ĕçленипе пенси илсе тăракан тата 5 çуллăх страховани стажĕ пур патшалăх, муниципалитет служащийĕсем, енчен те вĕсем пенси памалли тунă хыççăн календарьлĕ тулли 12 уйăх ĕçленĕ пулсан, страховани пайне çĕнĕрен шутлаттарас вырăнне нумай çул ĕçленипе пенси çумне ĕç пенсийĕн страховани пайĕн уйрăм виçине илмелли ирĕке тивĕçеççĕ.