27 августа 2008 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта куллен çын татăлма пĕлмест. Пĕрисене _ яланлăх, теприсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ кирлĕ. Училищĕсенчен, техникумсемпе колледжсенчен вĕренсе тухакансем те нумай-йăн килеççĕ пирĕн пата. Пытармалли çук, çамрăк специа- листсем тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Çамрăксем хушшинчи ĕçсĕрлĕхе тĕрлĕрен сăлтавлама пулать. Суйласа илнĕ професси тĕлĕшĕпе вĕсем теори пĕлĕвĕ илнĕ, анчах хăнăху, практика çителĕксĕр. Çав вăхăтрах ĕç паракан çыннăн ĕç опытне чи малти вырăна хурать. Пуçламăш, вăтам, ятарлă пĕлỹ илнисем, аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисемпе танлаштарсан, ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма сахалрах пыраççĕ. Ĕçе вырнаçас тĕллевпе кăçал пирĕн пата вăтам шкултан, аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă ятарлă пĕлỹ илнĕ 32 çамрăк ыйтупа килчĕç. Вĕреннĕ специальноçпа ĕçлесе курнине паян чи малти вырăна хураççĕ. Ĕç рынокне тишкерни те çакна çирĕплетсе парать. Ĕç тупасси вăраха тăсăлнă 18-20 çулхи çамрăксене пирĕн центр ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ программăна хутшăнма сĕнет. Ку чухне çакна шута илеççĕ: _ эсир 18 çул тултарнă, анчах 20 çула çитеймен; _ эсир пуçламăш е вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕн выпускникĕ; _ ятарласа вĕреннĕ специальноçпа ĕç шыратăр, ĕçлеме тытăнма хатĕр; _ ĕç çуккипе ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăратăр. Асăннă программăна хутшăнни сире теори пĕлĕвне практикăра çирĕплетме май парать: _ специальноçпа опыт пухма; _ пĕрремĕш хут укçа ĕçлесе илме; _ яланлăх ĕç вырăнĕ тупма; _ яваплăха туйма тата малашлăха шанма. Яланлăх ĕç вырăнĕ пулмасан ĕçпе тивĕçтерекен центр сире тỹлевлĕ обществăлла ĕçсене хутшăнма майсем туса парать. Унсăр пуçне вакансисен ярмăрккисене, çамрăксем валли информаци кунĕсене, çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе карьера кунĕсене йĕркелетпĕр. Унта мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çамрăксене пĕрремĕш ĕç вырăнĕ тупма пулăшакан ĕç паракансене чĕнетпĕр. Училищĕсенчен, колледжсемпе техникумсенчен вĕренсе тухакансем ĕçсĕр тăрса юлмаççех. Çамрăк специалистсем, паллă, иксĕлми вăй-халлă, вĕсене çĕнĕрен вĕренме те çăмăлрах, кирек хăш условире те ĕçе хăвăрт хăнăхма пултараççĕ.