27 августа 2008 г.
Вĕрентỹ работникĕсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ районти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Фойере Раççей Федерацийĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ шкулсем хăйсен ĕçĕ-хĕлне презентацилерĕç. Кунтах педагогсемпе воспитательсем, хăнасем чечексен выставкипе паллашрĕç. Конференци ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин, вĕрентỹ тата наука ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн ертỹçи З.Степанова хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый "Вĕрентỹ" наци проекчĕн пĕрремĕш итогĕсем çинчен" доклад туса пачĕ. Ăна сỹтсе явса Лаш Таяпари, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам, Таяпа Энтринчи тĕп шкулсен директорĕсем В.Яковлев, Л.Васильева, Г.Скворцова, Чăваш Тăрăмĕнчи тĕп шкул директорĕн çумĕ Н.Казакова, Курнавăшри "Золотая рыбка" ача садĕнчи Е.Аверьянова воспитательница, Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн директорĕн çумĕ Т.Сусметова тухса калаçрĕç. "Вĕрентỹ" приоритетлă наци проекчĕ иннноваци технологийĕсене аталантаракан тĕп çул-йĕрсенчен пĕри шутланать. Наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ пурне те паллă: вĕрентĕвĕн пахалăхне ỹстересси. 2006 çултан пуçласа пĕтĕмĕшле вĕрентỹ системинче 3 пин ытла шкул çĕнĕ программăна ĕçе кĕртет. Çак тĕлĕшпе патшалăх шкулсене 6 миллиард тенкĕлĕх пулăшу кỹнĕ. Çак укçа-тенкĕ шкулсене лаборатори оборудованийĕ туянма, пурлăхпа техника тата вĕрентỹ никĕсне çĕнетме, педагогсен квалификацине ỹстерме кайнă. Вĕрентỹ сфери çинчен сăмах пуçарсан чи малтанах шкулчченхи хушма пĕлỹ пирки чарăнса тăратăн. Тантăшĕсемпе вылянă чухнех ачан малашне кирек мĕнле программăпа вĕренме, кирлĕ информаци илме тĕрлĕ енсем аталанаççĕ. Юлашки вунă çулта шкулчченхи вĕрентĕве аталантарас, пĕрремĕш класа килекен кашни ача хăйне хăтлă туйтăр тесе мĕнпур услови йĕркеленĕ. Районта шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсем 3 шутланаççĕ тата 14 шкулта 21 ушкăн йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче ялти шкулсенче ача-пăча ушкăнĕсем уçни тухăçлă та, юрăхлă та. Ача-пăчана садике яракан тата килтех воспитани илекен "шĕвĕрккесем" валли районта диагностикăпа консультаци центрĕ ĕçлени пысăк пулăшу кỹрет. Коррекципе педагогика пулăшăвĕ парса ача садне çỹрекен 30 воспитаннике тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹреççĕ кунти специалистсем. Çавăн пекех аслă ушкăна çỹрекен ачасен 57 проценчĕ ытла шкул умĕнхи хатĕрленỹ курсне çỹреççĕ. 2000 çултан ял çыннисем ача-пăча учрежденийĕсен çăмăллăхĕсемпе усă курасси палăрмаллах ỹсрĕ. Енчен те 2000 çулта ача садне пĕчĕкскерсен 22 проценчĕ çỹренĕ пулсан, кăçал _ 48 процент. Ывăл-хĕрне ача-пăча садне ярас текенсем район центрĕнче те, ялсенче те йышлă. Черет тăраççĕ. Çапах та мĕнпур ачана садике вырнаçтараймастпăр-ха. Шкулсенче ача-пăча ушкăнĕсем уçас пирки çанă тавăрса ĕçлетпĕр. Килте воспитани илекен ачасене шкула пĕрремĕш утăм тусанах йывăррине пурте курса тăратпăр. Çавна май шкула кайиччен ачана квалификациллĕ социаллă педагогсен тата психологсен сĕнỹ-канашĕсем кирлех. 3-6 çулхи пепкен тĕп пахалăхĕсем аталанаççĕ, пĕлỹ илме хатĕр вăл. Ачан шухăш-туйăмĕ, пĕлỹлĕхĕ тата ытти пултарулăхĕ пĕчĕкренех вăйлă аталаннăран çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен пысăк квалификациллĕ педагог-воспитательсем кирлĕ. Хальлĕхе вара воспитательсен ĕçĕ ытларах ачасене "пăхса тăнипе" килĕшсе тăрать теме пулать. Малашне шкулчченхи вĕрентĕвĕн технологийĕсене çĕнетмелле, воспитательсен пĕлĕвĕ пирки те шухăшламалла. Районта ача-пăчана воспитани парас ĕçре 72 педагогика ĕçченĕ тăрăшать (604 ача çỹрет садике), вĕсен 35 проценчĕ çеç аслă пĕлỹ илнĕ. 3 çул ĕçлекен çамрăк специалистсем вара _ 15 процент. Ача-пăча учрежденийĕсем районти, республикăри конкурссенчен, фестивальсенчен аякка пăрăнмаççĕ. Уйрăмах Курнавăшри "Золотая рыбка" ача сачĕн воспитательницисем харсăр пулнине палăртмасăр иртеймĕн. Республикăри тупăшусенче пĕрре мар лауреат ятне çĕнсе илнĕ вĕсем. Кăçал вара ача-пăча воспитателĕсен республикăри конкурсĕнче С.Лапина Чăваш Республикин Президенчĕн 10 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле вĕрентỹ системинчи пысăк улшăнусене хамăр куçпа куратпăр. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче 23 шкул. Вăл шутран пуçламăш шкул _ 1, тĕп шкул _ 15, вăтамми _ 7. Вĕсенче 3000 ытла ача пĕлỹ илет. Районти виçĕ никĕс шкулĕнче тата икĕ ресурс центрĕнче пысăк квалификациллĕ кадрсем вăй хураççĕ. Вĕсенче паянхи пурнăç ыйтакан вĕрентỹпе пурлăх, лабораторипе технологи тата спорт никĕсне йĕркеленĕ. Никĕс шкулĕсем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан ытти вĕрентỹ учрежденийĕсемпе профильлĕ вĕрентессине сетьпе йĕркелесси, аслă классенче вĕренекенсен ыйтăвĕсемпе интересĕсене пурнăçа кĕртесси те аталансах пырать. Уйрăмах ачасем технологи, физикăпа математика, çут çанталăкпа наука профилĕсене суйласа илеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕренекенсен 53 проценчĕ хăйсен пулас профессине чăн-чăн экономикăпа çыхăнтарасшăн. Никĕс шкулĕсене кунсерен 35 ялти 500 ытла ачана 10 автобус турттарать. "Шкул автобусĕ" программа пурнăçа кĕме пуçланăранпа ачасен пултарулăхне анлăрах уçма пулăшни сисĕнет. 2008 çулта, 2000 çулхипе танлаштарсан, вĕренекенсем олимпиадăсене, ăмăртусене, конкурссене ытларах та ытларах явăçни сисĕнме пуçларĕ. Çакă вăл хушма пĕлỹ илмелли майсем нумайланнинчен килчĕ. Çулсеренех шкулти, муниципалитет тата республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнакансен йышĕ ỹсет. 2007_2008 çулсенче аслă классенче вĕренекен кашни виççĕмĕш ача тĕрлĕ тупăшусене хутшăнчĕ, вĕсенчен çиччĕшĕ республикăри олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен ятне çĕнсе илчĕ. Вĕсене аса илмесĕр иртес килмест. М.Мышкина (Кушкă) технологипе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Унтан вăл Раççейри конкурсра та пĕр номинацире çĕнтерчĕ. А.Портнов (Аслă Пăла Тимеш) _ нимĕç чĕлхипе, Е.Патшина (Елчĕк) _ биологипе, А.Смирнов (Курнавăш) _ историпе, А.Петрова, М.Трофимова (Елчĕк), М.Корнилова (Курнавăш) чăваш чĕлхипе призлă вырăнсене тивĕçрĕç. Ачасен сывлăхне çирĕплетес тата сыхлас енĕпе тивĕçлĕ условисем туса парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Урок вăхăтĕнче те, ун хыççăн та физкультурăпа сывату мероприятийĕсем ирттерессине тĕпе хуратпăр. Чылай шкул ачишĕн сывă пурнăç йĕрки чăн-чăн тупăшу пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар. Çулсеренех районта тĕрлĕ шайри пысăк спорт мероприятийĕсем 60 ытла иртеççĕ. Шкул ачисем хушшинчи спартакиадăна спортăн тĕрлĕ енĕсене кĕртнĕ. Шкул çулне çитмен ача-пăча валли "Малышиада" фестиваль йĕркелени те пысăк пĕл-терĕшлĕ. "Спортпа туслă класс", "Спортпа туслă шкул" конкурссене хутшăнманнисем сахаллăн. "Вĕрентỹ" приоритетлă наци проектне тата ытти проектсемпе программăсене пурнăçласа шкулсенче информаци технологийĕ вăйлă аталанса пырать. Районти мĕнпур шкул анлă интернет каналĕпе çыхăннă, 1 компьютерпа 15,8 ача усă курать. Дистанци пĕлĕвĕн, шкулсем хушшинче методика центрĕсем йĕркелени те çĕнĕлĕхсене алла илнĕ çĕрте пысăк пулăшу кỹрет. Ыт ахальтен мар хальхи вăхăтра учительсем уроксене хатĕрленнĕ чухне те, уроксенче те тĕрлĕ информаци пухаççĕ, мультимедиа презентацийĕсем, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрлентернĕ май тест мелĕсене ĕçе кĕртеççĕ, наукăн çĕнĕлĕхĕсемпе анлă усă кураççĕ. Мĕнпур вĕрентỹ учрежденийĕсенче попечитель е управлени канашĕ йĕркеленĕ. Ют чĕлхесене тата информатикăна вĕрентессине çĕнетес енĕпе палăрмаллах пысăк утăмсем тунă. Ют чĕлхесене иккĕмĕш класран вĕрентетпĕр. 2007-2008 вĕренỹ çулĕнче кĕçĕн классен 69 проценчĕ ют чĕлхе тата информатика вĕреннĕ пулсан, 2000-2001 çулсенче çакă 3 процентпа çеç танлашнă. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасен пурнăç шайне ỹстерес тĕллевпе комплекслă ĕçсем туса ирттеретпĕр. Хальхи вăхăтра районта 76 тăлăх ача. Патшалăх политикин приоритетлă çул-йĕрĕ тăрăх тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас тĕллевпе хỹтлĕхсĕр юлнă 5 ача кăçал çĕнĕ çемьен членĕ пулса тăчĕ. Районти 4 çемьере 6 усрав ача воспитани илет. Юлашки çулсенче класс ертỹçисен ĕç-хĕлне пысăка хурса хаклама пуçлани наци проекчĕн ырă пулăмĕ. Çулсеренех 200 ытла класс ертỹçине, мĕнле ĕçленине кура, преми параççĕ. Çавна май класс ертỹçин ответлăхĕ те палăрмаллах ỹсрĕ, ачасем хушшинче ĕлкĕрсе пырайманнисем, преступлени çулĕ çине тăракансен йышĕ те сахалланчĕç. Паха пĕлỹ парас енĕпе чылай ĕç туса ирттеретпĕр пулсан та, çывăх çулсенче татса памалли малашлăх ыйтăвĕсем нумай. Паянхи кунччен шкул ачи предмета лайăх пĕлнипе çырлахнă пулсан, малашне пĕлỹпе çеç малалла пĕр утăм та утаймăн. 2001 çулта вăтам шкулсенче патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем тытма пуçларĕç. 2006 çултан вара 9 класс пĕтерекенсем экзаменсене тытассине те çĕнĕ меслет çине куçарчĕç. 2006 çулта ППЭ кăтартăвĕсемпе ял ачисем хуларисемпе танлашрĕç. Иртнĕ çул районти шкулсенчен вĕренсе тухакан ачасен 54 проценчĕ аслă шкула вĕренме кĕчĕ, ку вăл, 2000 çулхипе танлаштарсан, 1,5 хут нумайрах. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн педагогсемпе вĕрентỹ учрежденийĕсем тĕрлĕ конкурссенче пысăк активлăх кăтартаççĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче районти шкулсен 39 проценчĕ, учительсен 13 проценчĕ тĕрлĕ тупăшусене хутшăнчĕ. Тăватă шкул, 14 учитель Раççей Федерацийĕн, 1 шкулпа 2 педагог Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсемпе премисене илме тивĕçрĕç. Кăçалхи çĕнтерỹçĕсене палăртасах килет. Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул Раççей Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕ. Елчĕкри В.Левая, Курнавăшри Н.Круглова, Çĕнĕ Пăвари Ф.Скирдова, С.Иванова, Т.Титова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Карчикова Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçлипе çĕнсе илчĕç. Шкулсенче пултаруллă та хастар педагогсем сахал мар. Çулсерен пысăк сумлă парнене тивĕçнисем çакна çирĕплетсе параççĕ те. Учительсен квалификацине тăтăшах ỹстерсе пымалли условисем туса пынă май аттестаци ирттерессине те çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра вĕрентекенсем хăйсен предметне мĕнле пĕлнипе çеç экзамен тытмаççĕ, тĕрлĕ тест витĕр тухаççĕ. Çавна май вĕрентỹ ĕçĕнче хăнăхнă мелсемпе майсене пăрахăçласа, çĕннисене, хальхи пурнăç ыйтнă шайри формăсене ĕçе кĕртме тивет. Шкулсене ача йышне кура укçа-тенкĕ уйăрни, педагогсене çĕнĕ тытăмпа ĕç укçи тỹлеме пуçлани _ вĕрентỹ çĕнетĕвĕнчи пысăк утăм. 2008 çулта, 2007 çулхипе танлаштарсан, учительсен ĕç укçи 25 процент ỹснĕ, 8 пин тенкĕрен иртет. Пысăк кăтартусемпе вăй хуракан, пысăк квалификациллĕ педагог вара хавхалантару укçипе пĕрле уйăхне 11-12 пин шалу илет. Паян ялти шкулсене те хуларисенчен кая мар пăхаççĕ. Çавна май районти вĕрентỹ учрежденийĕсем самана таппипе тан утаççĕ. Шкулсене çĕнетме, юсама, тĕрлĕ оборудовани туянма федераци, район бюджечĕсенчен сахал мар укçа-тенкĕ куçараççĕ. Акă никĕс шкулĕсене юсама 2755796 тенкĕ, хальхи йышши вĕрентỹ тата компьютер оборудованийĕ туянма 220587 тенкĕ, пуçламăш классенче вĕренекенсем валли сĕтел-пукан туянма 867640 тенкĕ, шкулсене автотранспорт илме 1012700 тенкĕ, тĕрлĕ литература илме 1043166 тенкĕ, столовăй оборудованийĕ туянма, педагогсен пĕлỹ шайне ỹстерме те чылай тăкакланă. Патшалăх, район пур енĕпе те нумай пулăшать-ха, çапах ресурс центрĕсемпе никĕс шкулĕсем наци проекчĕн мĕнпур кăтартăвне пурнăçа кĕртеймен. Çакă, паллах, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче тата хастартарах ĕçлеме хистет. Туйсах тăратăп, районти педагогсен çĕнĕ ỹсĕмсем патне талпăнас туртăм пысăкран та пысăк.