27 августа 2008 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 6500 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Кĕр тыррисенчен ытларах тухăç илме май пулнипе, унпа пĕрлех çуркуннехи ĕç хăвăртлăхне ỹстерес тĕллевпе ăна кашни çул ытларах лаптăкра акса хăварма тăрăшаççĕ. Кăçал та, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, унăн лаптăкĕ 500 гектар ытларах пулмалла. Çанталăк условийĕсем улшăнса пынине _ кĕркунне ытларах вăхăт ăшă тăнине пула юлашки çулсенче кĕрхи культурăсене акмалли чи лайăх вăхăт çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ _ авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тесе палăртатпăр. Апла пулин те çулпа çул пĕр пек килмессе те пултарать. Юлашки 3 çулхи тĕслĕх çакна çирĕплетет. Малтанхи икĕ çулта кĕркуннехи ăшă вăраха тăсăлчĕ, çавна май çỹлерех асăннă вăхăтра акнă кĕр тыррисем лайăх хĕл каçрĕç. Иртнĕ çул, пачах тепĕр майлă, çак тапхăрта ăшă кунсем сахалрах пулнăран вĕсем çирĕп вăй илсе юлаймарĕç, çуркунне анасене çĕнĕрен пăсса акма лекнĕ тĕслĕхсемпе те тĕл пулма тỹр килчĕ. Çак йăнăшсене тăвас мар тесен кĕр тыррисене акнă чухне чи лайăх вăхăта суйласа илмелле. Вăхăтра акнă тырă лайăх аталанать, хĕллехи сивĕсене те тỹсĕмлĕн чăтса ирттерет. Кĕр акинче тепĕр çирĕп ыйтни _ çĕре кирлĕ пек ĕçлесе хатĕрлесси. Лайăх сухаламан лаптăкра вăрлăх лайăх варăнса юлаймасть. Агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн ыраша, кĕрхи тулла 4 сантиметр тарăнăшне акмалла. Лаптăкра малтан çитĕннĕ культурăсен юлашкисене тасатса çитереймен пулсан та çĕре пахалăхлă, лайăх кăпкалатма çук. Çак вырăнсенче акнă вăрлăх çиелте, варăнмасăр юлма пултарать. Паллах, калчасем те хĕл каçаймаççĕ. Виççĕмĕш ыйту _ кивĕ вăрлăхсене вăхăтра улăштарни. "Комбайн", "Прогресс", "Сатурн", "Свобода", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче шăпах кĕрхи культурăсен вăрлăхĕсене çĕнетесси çине çулсерен пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май вĕсенчен пысăк тухăç алла илеççĕ. "Клевер" ОООра кĕрхи тулă кăçал кашни гектартан 40 центнер, "Сатурн" ЯХПКра _ 37 центнер, "Прогресс" ЗАОра _ 36 центнер, "Свобода" ЯХПКра ыраш 46 центнер тухăç панă. Хальхи вăхăтра республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи культурăсен çĕнĕ сорчĕсене _ "Галина", "Московская _ 39" _ тулă, "Безенчукская _ 87", "Фаленская _ 4" ыраш вăрлăхĕсене туянасси, вĕсене акса çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акнă чухне вăрлăхсене имçамласси те чи кирли шутланать. Мĕншĕн тесен кĕрхи культурăсен çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсене чăтма тивет. Чирлĕ вăрлăх, каламасăрах паллă, хĕл сиввисене тỹсеймест. Вăрлăх сывă пултăр тесен ăна им-çамламалла. Тырăллă пулма, чăннипех, çăмăл мар. Вĕсене акнă чухне минераллă удобренисемпе усă курни те пысăк пĕлтерĕш-лĕ. Маларах асăннă "Комбайн", "Прогресс", "Сатурн", "Свобода" ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисене акнă чухне хутăш удобренисемпе, кашни гектар пуçне 1 центнер шутласа, минераллă удобренипе усă курассине çирĕп йĕркене кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ культура _ кĕрхи тритикале çитĕнтересси ĕçе кĕрсе пырать. Кăçал ăна "Комбайн" ЯХПКра 18 гектар çинче çитĕнтерчĕç, вăл кашни гектар пуçне 58 центнер тухăç пачĕ. "Колос" ЯХПК унран 42 центнер тухăç илчĕ.