23 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 11-17-мĕшĕсенче район территорийĕнче административлă право йĕркине пăснă 95 тĕслĕх тупса палăртнă. Хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн 1 çынна, обществăлла вырăнсенче ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 10, урамсенче алкоголь тата спирт шĕвекĕллĕ хатĕрсем ĕçнĕшĕн _ 3, суту-илỹ йĕркине пăснăшăн _ 4, çул-йĕр йĕркине пăхăнманшăн _ 74 (вĕсенчен 3-шĕ руль умне ỹсĕр ларнă), ытти административлă право йĕркине пăснăшăн 3 çынна айăпланă. Хирĕçỹ пуçарнă Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче районти тĕп больницăна ỹт-пỹ çинчи тĕрлĕ сурансемпе Исемпелĕнчи Т.-на илсе килнĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче 10 сехетре Кĕçĕн Таяпари 1932 çулта çуралнă К. çак ялти 1922 çулта çуралнă Г. килĕнче харкашу пуçарнă. Тĕрĕслев материалĕсене Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи пайне ярса панă. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аслă Елчĕкре 22 сехетре 1949 çулта çуралнă А. арăмĕ пулнă 1954 çулта çуралнă А. килĕнче харкашнă. Айăпли административлă майпа явап тытĕ. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 19 сехетре Елчĕкри У. кỹршипе Т.-па хирĕçỹ пуçарнă. Хулиганла пĕчĕк ĕçсем Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 14 сехетре Елчĕкри Кооператив урамĕнче "Мускат" лавкка çывăхĕнче çамрăксен ушкăнĕ тытăçса кайнă. Çапăçу хыççăн Акчелĕнчи 1983 çулта çуралнă Ш., унăн И. пиччĕшĕ (1981 çулта çуралнă), Аслă Елчĕкри 1978 çулта çуралнă А. Елчĕкри тĕп больницăна пынă. Асăннă ĕçсемпе тĕрĕслев материалĕсем пуçтараççĕ. Тĕрлĕрен Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп больницăна хырăмĕнчен аманнă Курнавăшри Я.-на (1964 çулта çуралнă) илсе пынă. Асăннă фактпа тĕрĕслев ĕçĕсем пухаççĕ. Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеç урамĕнче Кавалти Т.-ăн ГАЗ-3307 автомашини Таяпа Энтринчи В.-ăн ВАЗ-21124 автомашини çине пырса кĕнĕ. Айăплине административлă майпа явап тыттарĕç. Вăрланă Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тỹскелĕнчи С. (1964 çулта çуралнă) силос траншейинчен бетон тĕрев вăрланă. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсем пуçтараççĕ.