23 августа 2008 г.
Пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа кайни халĕ те куç умĕнчех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ... Тахçантанпах ĕмĕтленнĕ чи çутă та савăнăçлă кун! Пỹрне хуçса шутланă ăна. Акă вăл тинех çитрĕ. Халĕ вара вăл кун мĕнле туйăмсемпе ăшăтнине каласа параяс та çук. Пĕрремĕш хут шкула каятăп-çке-ха. Пуçра чи çутă та таса ĕмĕтсем: нумай пĕлỹ пухасси, çĕршыва, аттепе аннене, пурнăçа юрăхлă çын пулма вĕренесси. Эпĕ, капăр тум тăхăннăскер, илемлĕ чечек çыххи йăтса шкула васкарăм. Пĕлỹ тĕнчи алăкĕ патне утса мар, вĕçсе çитнĕн туйăнчĕ. Ман умра иккĕмĕш кил пулакан пысăк та илемлĕ шкул. Унăн картлашки çине хăпарма пуçласассăн чĕре хытăран та хытăрах тапма пуçларĕ, часрах унта кĕрес, хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекенпе, ачасемпе паллашас килчĕ. Пĕлỹ тĕнчине кĕтĕм. Хам пекех пĕрремĕш хут шкула çитнĕ ачасем, класс, партăсем _ пурте маншăн çĕнĕлĕх. Пĕрремĕш хут çаксемпе паллаштараканĕ пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен Антонина Васильевна Адюкина пулчĕ. Ăна эпир пурте хамăрăн тăван анне вырăнне хурса юратрăмăр, хисеплерĕмĕр. Çак кунтан пуçласа шкул маншăн иккĕмĕш тăван кил, вĕрентекен вара тăван анне вырăнне пулса тăчĕç. Антонина Васильевна Аслă Таяпа ялĕнче вăтам шкулта вĕрентекен пулса ĕçлет. Пур енĕпе те пултаруллă вăл. Ачасене тарăн та çирĕп пĕлỹ парассишĕн нумай тăрăшать. Кашнине кирек мĕнле лару-тăрура та ăнланма, пулăшма васкать. Вĕренекен пултарулăхне асăрхама пĕлет вăл, ăна аталантарма пулăшать. Ялта та, коллективра та хисеплеççĕ чи çывăх учителĕмĕре. Никама та кỹрентерсе курман пулĕ вăл, пуринпе те питĕ кăмăллă та сăпайлă. Нихăçан та чĕререн кăлармăпăр сире, юратнă Антонина Васильевна. Эсир пире пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă, пĕрремĕш утăмсем яланах куç умĕнче. Кĕçĕн классенче панă пĕлỹ _ ĕмĕрхи никĕс. Тем тесен те пирĕн никĕс çирĕп. Ун пирки аслă классенче вĕреннĕ чухне те калатчĕç. Эсир вĕрентнĕ ачасем хушшинче тĕрлĕ професси илнисем те пур. Кунта сирĕн тỹпе пысăк.