23 августа 2008 г.
Çулсем иртнĕçемĕн, эпĕ çеç мар пулĕ, ачалăхпа çамрăклăха куç умне кăларса тăрататпăр. Ачалăх хăйне евĕр илемлĕ сăнсемпе тăрса юлнă. Пĕр тесен çăмăл мар пулнă вăл, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенчи ачасен. Çапах ырри нумай, вăл ĕмĕрлĕх асра. Пушă вăхăт тупăнсанах анне тĕрĕ тĕрлеме е пир тĕртме лартатчĕ. "Ĕлĕк-авалах тĕрĕ тума пĕлмен хĕре качча илмен, япăх тĕрлекен хĕрĕн тĕррисене уй хапхи çине çакса намăслантарнă," _ тетчĕ анне яланах пире. Аппасен аллисем "ылтăн" пулнă, манăн, кĕçĕннин, вĕсенчен кая юлма юраман. Лараттăмăрччĕ вара тĕрĕ тĕрлесе. Енчен те тỹнтер енĕ пит енĕ пекех таса, çип вĕçĕсемсĕр, тĕвĕсемсĕр пулсан аслисем: "Куç тулли тĕрĕ", _ тесе мухтатчĕç. Начар тĕрленĕ пулсан: "Чакак урипе тĕрленĕ", _ тесе хурлатчĕç. Епле те пулсан начар сăмах ан лектĕр тесе тăрăшаттăмăр. Килти пир çине тĕрленĕрен пĕрчĕн-пĕрчĕн шутласа тĕрлеттĕмĕр. Эрешсене илемлетнĕ чухне хĕрлĕ тĕсе килĕштереттĕмĕр. Хĕрлĕ тĕс халăх асĕнче чăн пурнăçпа _ телейпе, чаплă уявпа, савăнăç çăл куçĕпе _ пĕрлешсе тăнă. Эрешсене хĕрлĕ тĕспе тултарасси, хĕррисене хура тĕспе тĕрлесе çаврăнни чăваш тĕррин уйрăмлăхĕ пулса тăнă. Ăшăпа сивĕ тĕссем çавăн пек танлашни чăваш тĕррин тепĕр хăйне евĕрлĕхĕ. Чăваш тĕрринче çĕвĕ вăтăр ытла тата çак çĕвĕсем майлисем хĕрĕхе яхăн. Ытларах пурнăçран илнĕ ỹкерчĕксемпе усă курнă: хĕвелтен, уйăхран, çĕртен, шывран, пĕлĕтрен, тусенчен, ỹсен-тăранран, чĕрчунсемпе кайăксенчен, çынсенчен тата ытти те. Эпир ытларах курак ури, шапа пĕççи, хурчка чĕрни, укçа тĕрри, шыв юххи тĕрлеттĕмĕр. Чăваш тĕрри ытларах геометри ỹкерчĕкĕсенчен тăрать. Паян та килти арчара ача чухне пир çине тĕрленĕ ал шăллисем пур-ха манăн. Вĕсене куç умне хурсан аса илỹ çăмхи ăшнех путатăн. Пирĕн тăрăхра вăййа тухасси халичченех сыхланса юлнă. Эпир çамрăк чухне епле савăк иртетчĕ вăл. Çамрăксем вăйă картине тăнă, кашни хĕр çак уяв тĕлне ятарласа çĕнĕ кĕпе тĕрлесе çĕленĕ. Каччăсем те шурă тĕрĕллĕ кĕпесемпе: амăшĕ е аппăшĕ, е йăмăкĕ тĕрлесе панă. Пит-куçсенче шевле вылять, вăйă юрри инçете-инçете саланать. Ыт ахальтен мар чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев пирĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ пур тесе каламан-тăр çав. Халăх йăли-йĕркине ĕмĕртен упраса пырать пирĕн халăхăмăр. Анчах юлашки вăхăтра тĕрĕ тĕрлесси манăçа тухма тытăннăн туйăнать. Çуллахи кунсенче ача-пăча, кунта сăмах хĕр ачасем пирки пырать, урамра ун-кун уткаласа çỹреççĕ, килте ларса тĕрĕ тĕрлемеççĕ. Пирĕн вăл вăхăтра урама тухма та вăхăт пулман. Пустуй çỹриччен алă ĕçне вĕреннни лайăх. Халĕ ĕлĕкхи пек пир тĕртмелле мар, лавккара тем тĕрлĕ пусма-тавар сутаççĕ. Чылайăшĕ тĕрленĕ япаласем çуртра тытмасть. Эпĕ вара хам алăпа ăсталанă тĕрĕ-çакăсене кăмăллатăп. Тĕрĕллĕ минтер пичĕсем, стена çинчи кавирсем епле хỹхĕм те хитре. Чылай çул Кỹкеçри "Паха тĕрĕ" фабрикин Елчĕкри филиалĕнче ĕçленĕрен, тĕрлĕ япала тĕрлеттĕмĕр. Шел, вăл та арканчĕ. Хĕрарăмсем валли ĕç вырăнĕ те пурччĕ, аваллăха манса кайма памасчех вăл. Çапла манăçа тухать-шим чăваш тĕрри? Шкулсенче технологи урокĕсенче мĕн пĕчĕкрен хĕр ачасене чăваш тĕррине тĕрлеме вĕрентсен питĕ те лайăх пулмалла. Йĕп тытма пĕлни кирлĕ хĕрупраçа. Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине шута илсе эпĕ хамăн арчари пиртен тĕртнĕ ал шăллисене Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейне парнелетрĕм.