Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ техника шанчăклă

23 августа 2008 г.

Çĕнĕ техника шанчăклă "Клевер" сахал яваплă юлташлăх уй-хирĕсенче тухăçлă тыр-пул çитĕннĕ, кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 40 центнертан иртет. Районĕпе илсен те çакă чи пысăк кăтартусенчен пĕри шутланать. Уй-хирти ытти ĕçсем _ кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлесси, кĕрхи çĕртме тăвасси те кал-кал пулса пыраççĕ.Юлташлăх ертỹçинчен Василий Максимовран кулленхи ĕç-хĕл пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ 350 гектар çинче çитĕннĕ тыр-пула чи кĕске вăхăтра тăкаксăр пухса кĕртме тĕллев илнине ĕçре те кăтартса паратпăр. Халĕ ăна юлашки гектарсем çинчен çапса тĕшĕлетпĕр. "Клевер" ООО йĕркеленнĕренпе иккĕмĕш хут вырма ирттеретпĕр. Малтанхи çулхине, чăнах та, çăмăл пулмарĕ. Кăçал вара уй-хирте пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнни шанчăк пачĕ, малашне тата тухăçлăрах ĕçлеме хавхалану кỹчĕ. "Чувашагролизинг" ОАОпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, çавна май юлашки вăхăтра вĕсем пире çине-çинех çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе тивĕçтерчĕç. Иртнĕ кунсенче çĕнĕ "Вектор _ 410" уя тухрĕ. Ăна маларах кỹрсе килме ĕлкĕрнĕ пулсан тыр-пула тата хăвăрт пухса кĕртме май пурччĕ. "Чувашагролизинг" предприяти пулăшнипе техника паркне кĕске вăхăтра тĕпрен çĕнетме май пулчĕ. Хăватлă, çĕнĕ йышши МТЗ-1221, МТЗ-225 йышши тракторсемпе усă курни уй-хирти ĕçсене хăвăртлатма пулăшать. Хальхи вăхăтра асăннă маркăллă тракторсем пирĕн патăмăрта анчах 4 шутланаççĕ. Нумаях пулмасть кỹрсе килнĕ МТЗ-1523 урапаллă тракторпа хальлĕхе республикипе те 4 хуçалăх анчах усă кураççĕ, çав шутра пĕри, палăртрăмăр, пирĕн хуçалăхра. Çак çĕнĕ хăватлă "хурçă ута" Сергей Холоднов аллине шанса патăмăр. Унпа вăл çĕртме сухи тунă çĕре хутшăнать. Паянхи кун тĕлне пурĕ 500 гектар çинче кĕрхи суха тума ĕлкĕртĕмĕр. Ку чухне Сергей Холодновпа пĕрле Александр Веков ĕçлет. Харăсах темиçе çĕнĕ техникăпа уй-хирти ĕçе тухăçлă йĕркелесе пынине курса тăрса кивĕ техника патне алă та пырасшăн мар халĕ. Чăнах, çакă вăхăта пустуй, усăсăр ирттерни, механизаторсене нушалантарни анчах тесе çирĕплетме пултарĕ паян кирек кам пулсан та. Уйрăмах çамрăксем яла юлманнинчен, ĕçрен писнинчен, пĕр енчен, тĕлĕнме кирлĕ те мар пек. Мĕншĕн тесен, паянхи пурнăç шайĕпе илсен, ялти ĕç условийĕсем вĕсене тивĕçтермеççех. Хальхинче Валерий Максимов студент ĕçлеттернĕ "Дон-1500 Б" комбайна иртнĕ çул арендăна илнĕччĕ, кăçал ăна хамăр валли туянма май килчĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесси çине малтанхи тапхăртанах пысăк тимлĕх уйăрма кирлине ăнлантăмăр. Халиччен усăсăр выртнă хăш-пĕр лаптăксене çу каçипе 4 хутчен ĕçлесе хатĕрлерĕмĕр, çум курăксене тĕп тума им-çампа усă куртăмăр. Шурлăхлă вырăнти 80 гектар çинчи йỹçек çĕре извеçлетпĕр. Вырма ĕçĕсене пурнăçланипе пĕр вăхăтрах кĕрхи культурăсене акма 450 гектар çĕр хатĕрлесе çитертĕмĕр. Ку ĕçре Александр Фоминпа Владимир Порфирьев пуçаруллă пулнине палăртатăп. Кулленхи ĕç-хĕл ăнса пыни уй-хир хуçисене шанса панă вырăнсенче тата пысăкрах хавхаланупа тимлеме хистесе тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика