Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхă тăракана турă сыхлать

23 августа 2008 г.

Раççейĕн кăнтăр чиккинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене лайăхрах хураллама тытăннă. Çакăн çинчен Федерацин хăрушсăрлăх службин директорĕ Александр Бортников пĕлтернĕ. Ку çĕнĕлĕх Кăнтăр Осетире пулса иртнĕ хирĕçỹсемпе çыхăннă. Чикĕ хуралçисем çĕнĕ йышши хатĕрсемпе _ пилотсăр самолетсемпе, çĕрле те курма май паракан приборсемпе усă кураççĕ. РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, Азербайджанпа Грузи чиккисем урлă ют çĕршыв çыннисене (НПППа кĕрекен çĕршыв çыннисемсĕр пуçне) каçма чарнă. Паллах, ку вăхăтлăха кăна, лару-тăру кирлĕ пек йĕркеленсе çитсен йышăнăва пăрахăçлĕç. Вăрмансем çунаççĕ Воронеж облаçĕнче пĕр эрне ытла ĕнтĕ вăрмансенче вут-çулăм алхасать. Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Павел Куприенко пĕлтернĕ тăрăх, вут-çулăмпа кĕрешесси кунран-кун йывăрланса пырать. Сывлăш температури çак кунсенче кăнтăрла 35 градусран та иртнĕ. Шăрăх çанталăк лару-тăрăва пушшех йывăрлатать. Йышăнма васкамаççĕ Грузи патшалăхне НАТО йышне кĕртме хатĕрленни çинчен хаçатсем пĕлтернĕччĕ, анчах çак çĕршыва НАТО ретне илме васкамаççĕ иккен. Кун пирки АПШ патшалăх секретарĕ Кондолиза Райс каланă. Ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕсемпе Брюссельте ирттернĕ тĕл пулура вăл "çак ыйтăва кăçалхи раштав уйăхĕнче кăна пăхса тухма йышăнни" çинчен пĕлтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика