23 августа 2008 г.
Иртнĕ кунсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи зоотехниксен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта обществăлла выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕн 7 уйăхри кăтартăвĕсене, выльăх апачĕ хатĕрлессипе мĕнле ĕçленине, фермăсене хĕл тапхăрне хатĕрленине пăхса тухнă. Канашлура тишкернĕ тĕп ыйтусенчен пĕри çулталăк вĕçленнĕ тĕле выльăхсен, уйрăмах сыснасен йышне тивĕçлĕ шая çитересси пулнă. Мĕншĕн тесен çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сыснасен хисепĕ районĕпе 23 процент чакнă. Çакă иртнĕ çул тырă хакланнипе, сысна ашĕн хакĕ йỹнелсе кайнипе, ăна туса илни пысăк тăкак кỹнипе çыхăннă. Хальхи тапхăрта сысна ашĕн хакĕ куллен тенĕ пек ỹссе пырать, унăн 1 килограмм чĕрĕ виçин хакĕ 65-70 тенкĕпе танлашать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта сысна ашĕ туса илнĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, кашни килограмм чĕрĕ виçе пуçне шутласа, федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсен пурин те пĕр тĕллев: çулталăк вĕçленнĕ тĕле ытларах çура туса илес тесе çурла уйăхĕнче сысна амисене ытларах пĕтĕлентерсе хăварасси. Çавăн пекех канашлу ĕçне Чулхулари "МК Генетика" фирмăн зоотехникĕ хутшăннă, зоотехниксене малашлăхри пысăк, тĕллевлĕ программăпа паллаштарнă.