Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу çынсенчен килет

23 августа 2008 г.

Ăнăçу çынсенчен килет "Яманчурино" ОООра 647 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле. Ĕç пур çĕрте те кал-кал пырать. В.Сергеев комбайнер ăнса пулнă тыр-пула вырать. А.Марковпа А.Денисов комбайнерсен экипажĕсем тĕш тырă çапса тĕшĕлеççĕ. Ю.Комиссаров водитель комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарать. Ю.Егоров машинист тырă акакан агрегатсене пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. В.Маркова, М.Карсакова, Л.Маркова рабочисем кашни çулах тырă алланă çĕрте чунне парса вăй хураççĕ. Комбайнсем хыççăнах механизаторсем улăма хушăка хываççĕ. В.Ермолаева, Г.Беловолосова, Р.Немцева, С.Матвеева, М.Яковлева хастар ку ĕçре. Пушаннă анасем çине "хурçă утсем" кĕреççĕ. И.Сабитов, Н.Васильев, Н.Краснов трактористсем кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ. Хальлĕхе кĕрхи культурăсем акма 120 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çак кунсенче тырра пĕтĕмпех пухса кĕртес тесе ăшталанаççĕ уй-хир ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика