Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушанаççĕ лаптăксем

20 августа 2008 г.

Пушанаççĕ лаптăксем Вăрман енчен уçă çил вĕрсе яни чуна канăçлăх кĕртет. Комбайнсемпе ирех хире тухма çук-ха, сывлăм самаях ỹкнĕ. Çавăнпа та чи малтанах "уй-хир карапĕн" хуçисем техникăна пăхса-тĕрĕслесе яраççĕ. Шăмалакри Алексей Герасимовпа Юрий Лисов, Юрий Ермаковпа Юрий Львов, Петр Львовпа Валерий Денисов механизаторсем комбайн штурвалĕ умне пуçласа лармаççĕ. Хăйсене шанса панă ĕçе пысăк ответлăхпа пурнăçлаççĕ. Хальлĕхе А.Герасимов экипажĕ 4000 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Ыттисен _ кăштах каярах. 30 гектар кĕрхи ыраша, 45 гектар кĕрхи тулла пуçтарса кĕртрĕç. Хальхи вăхăтра 150 гектар çинчи урпа уйĕнче çаврăм хыççăн çаврăм хутлаççĕ комбайнерсем. _ Çав тери шăрăх. Çапах çумăр çуса чăрмантарни мар, _ тет Алексей Герасимов кăмăллăн. Акă Дмитрий Шуйковпа Венедикт Денисов водительсем чарăннă комбайнсем патне çитсе те тăчĕç. Хальлĕхе йĕтем çине 9 пин центнера яхăн тырă турттарнă вĕсем. Йĕтем çинчи хаваслă сасă таçтан илтĕнсе тăрать. Кунти мĕнпур ĕçе йĕтем заведующийĕ Ирина Усанова йĕркелесе пырать. Тырра алласа тасатнă çĕрте Владимир Львов аслă машинист, Виталий Тарасов машинист пысăк хастарлăхпа вăй хураççĕ. Григорий Шуйков водитель тырра кĕлете турттарать. Тамара Усанова, Галина Усанова, Любовь Львова, Виталий Артемьев, Юрий Чернов рабочисен аллисенче ĕç вĕресе çеç тăрать. Шăмалакри чи маттур ĕçченсем вĕсем. Ыттисем пек (ялта ниçта вăй хуман хĕрарăмсем те йышлă) ỹркенсе тăмаççĕ, хуçалăх ĕçне хаваспах хутшăнаççĕ. Комбайнсем хыççăнах улăм пуçтаракансем ĕçе пуçăнаççĕ. Леонид Усановпа Владимир Лотков механизаторсем волокушкăпа улăм сĕтĕреççĕ. 70 гектар çинчи улăма хушăка хывнă çĕрте КУН-10 агрегата тухăçлă ĕçлеттерекен Андрей Тарасов механизаторăн, Александр Лотков, Андрей Колпаков, Юрий Петров рабочисен тỹпи пысăк. Николай Романов агроном комбайнерсем патĕнчен йĕтем çине, унтан трактористсем патне çитет. Кулленхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерет, канашсем парать. Çĕр хатĕрлекенсен ĕçĕпе те кăмăллă вăл. Дмитрий Лотковпа Василий Ермаков механизаторсем икĕ сменăпа вăй хураççĕ. Кĕрхи çĕртме тунă çĕрте тăрăшакан Владимир Чер- новпа Андрей Львов трактористсем те маттур пулнине пытараймăн. Валентина Сидоровăпа Светлана Ильина пулăшакан пĕçернĕ вĕри апатпа пурте кăмăллă. Комбайнерсемпе трактористсене кăнтăрла хире илсе тухса çитереççĕ, каçхине валли парса хăвараççĕ. Уй-хир майĕпен пушанать. Паян ырми-канми тăрăшни, пилĕк авса тар тăкни ахаль пулмĕ, кĕлет тулли пулсан хресченĕн пурнăçĕ те тулăх пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика