20 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7852 гектар (45 процент) вырнă, 7454 гектарне, пурĕ 19948 тонна çапса тĕшĕленĕ. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç _ 29,8 центнер. Чи пысăк тухăç "Клевер" ОООра _ 40,5 центнер, "Прогресс" ЗАОра _ 38,5 центнер, "Комбайн" ЯХПКра _ 36,9 центнер, "Сатурн" ЯХПКра _ 36,5 центнер, "Колос" ЯХПКра _ 34,1 центнер. 4165 гектар çинче улăм пухнă. Пурĕ 1629 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. Патшалăха 468 тонна тырă сутнă. Çав шутран "Колос" ЯХПК _ 120 тонна, "Урожай" ООО _ 94 тонна, "Яманчурино" ООО _ 80 тонна. Кĕрхи культурăсене акма 3134 гектар (48 процент) çĕр хатĕрленĕ. Çав шутран "Прогресс" ЗАО _ 380 гектар, "Клевер" ООО _ 366 гектар, "Комбайн" ЯХПК _ 292 гектар, "Эмметево" ООО _ 260 гектар, "Урожай" ООО _ 182 гектар.