Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура _ хисепĕ

20 августа 2008 г.

Пурнăç яланах тикĕс çулпа чупмасть _ йỹççине те, пылакне те тутантарать вăл. "Елчĕк ен" хаçата чылай çул çырăнса тăратăп. Тĕрлĕ шăпаллă çын пирки те çыраççĕ унта. Аса илỹ авăрне путса эпĕ те хамăн пурнăç çинчен кĕскен çырса пĕлтересшĕн. Эпĕ, Клавдия Егоровна Миллина, 1929 çулта кăрлачăн 27-мĕшĕнче Патреккелте кун çути курнă. Çамрăклăх пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Асатте ырми-канми ĕçлесе çителĕклĕ пурăннă, ăна кулак тесе айăпланă хыççăн çемье йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ. Пире çемйипех Архангельск облаçне ссылкăна янă. Вăл çулсенче вăрманта баракра пурăннине, çиме çăкăр та пулманнине анне хурлăхлăн аса илетчĕ. 1932 çулта çемье яла таврăннă. Аттепе анне тăватă ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Асли _ Александр, унтан эпĕ, виççĕмĕшĕпе тăваттăмĕшĕ _ Василийпе Николай. 1942 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче аттене вăрçа илсе кайрĕç, çав çулах çĕртме уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă вăл. Ун хыççăн пĕтĕм нуша анне çине тиенчĕ. Пире, тăватă ачине, ватă асаттепе асаннене пăхма çăмăлах пулман ăна. Йывăрлăхран тухса ура çине тăрас тĕллевпе анне çак çулах Анастасия Можаевăпа пĕрле ял кĕтĕвне кĕтме килĕшнĕ. Ирхине тăватă сехетре вăратса пире те пĕрле илсе каятчĕ. 1943 çулта çитмен пурнăçа пула манăн вĕренме каяс вырăнне конюхра ĕçлеме тиврĕ. Çĕрле вун иккĕре тăрса лашасене улăмпа çăнăх пăтратса пани халĕ те асрах. Кунта тăватă çул тăрăшнă хыççăн дояркăна ĕçлеме куçрăм. Кашни ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă ун чух. 1962 çулта мана Патăрьелне ветфельдшера вĕренме ячĕç. 1963 çулта кунтан "5" паллăсемпе вĕренсе тухсан яла таврăнтăм, çак çулах _ раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче мана сурăх фермине ертсе пыма шанчĕç. 1963 çулта Александр Федотович Иванова хуçалăх председательне лартрĕç. Эпĕ йышăнса юлас умĕн сурăх ферми йăлтах юхăннăччĕ. Хĕле валли курăм хатĕрлемен. А.Иванов председатель пулăшнипех йывăрлăхран тухрăмăр. Вĕри шыв пулманран кĕске вăхăтрах кивĕ çурта пăсса запарник хута ятăмăр. Йывăрлăхсене çĕнтерсе хĕл каçрăмăр, апатсăр начарланнă сурăхсене ура çине тăратрăмăр. 1964 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче сурăхсене кĕтĕве кăларса янă хыççăн мана Елчĕкри ĕне фермин ертỹçи пулма та çирĕплетрĕç. Кунта та пĕр йĕрке те пулман. Улăмсăр пуçне ĕнесене çитерме урăх нимĕн те çукчĕ (ырханччĕ вĕсем), витесене юсаманччĕ. Вĕсене кĕтĕве кăларсан сĕт кăштах хушăнчĕ. Йывăрлăхран хăраманни, яланах мал ĕмĕтлĕ пулни пулăшса пычĕ мана. 1964 çулта ĕне-пăру витисене тĕпрен юсаттарма май килчĕ. Хĕл валли курăм çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр: силос, утă-улăм, выльăх кăшманĕ. 1964-1965 çулсенче пĕр чăрмавсăрах хĕл каçрăмăр. Сĕт суса илесси çулран-çул ỹссе пычĕ. Пĕр ларура ĕне витине Елчĕк çумĕнчи поселокри сурăх вити вырăнне куçарма калаçса татăлчĕç. Çак ĕçе чăн та вăраха ямарĕç. 1976 çулта ĕнесене çĕнĕ вырăна куçарчĕç. Кунта ĕçе механизациленĕччĕ. 1976 çулта вара сурăхсене тĕпĕпех пĕтертĕмĕр. Вĕсене усранă витесене пăрусене куçартăмăр. Кунта та ĕç условине лайăхлатассипе çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Пăрусен ỹт хушаслăхĕ палăрмаллах хăпарчĕ _ талăкра 800-900 грампа танлашрĕ. Вăл вăхăтри ĕне сăвакансем _ Е.Никифорова, А.Николаева, Н.Семенов, Н.Кириллова, Р.Кушманова тата Г.Борисовпа Г.Антонов кĕтỹçсем тăрăшнипе сĕт суса илесси палăрмаллах ỹсрĕ. Çамрăк пăрусене пăхнă çĕрте вăй хунă М.Лукиянован пăрăвĕсен ỹт хушаслăхĕ талăкра 1 килогрампа танлашатчĕ. 1973 çулта пĕлĕве ỹстерес тĕллевпе эпĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрсе 1976 çулта зоотехник профессине алла илтĕм. Çак пĕлỹ мана ĕçре тата та пысăк çитĕнỹсем тума пулăшса пычĕ. Эпĕ тивĕçлĕ канăва тухнă тĕле (1986 çул) пĕр ĕнерен çулталăка сĕт илесси 4300 килогрампа танлашнăччĕ. Ĕçĕме асăрхамасăр хăварманни, тĕрлĕ наградăпа чыслани, паллах, хавхалантарать. 1970 çулта "Ĕçри паттăрлăхшăн" юбилей медалĕпе чысларĕç. Çак çулах хушаматăма районăн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç. 1973 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысларĕç. 1976 çулхи чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче "Прогресс" ЗАОн "Хисеплĕ колхозници" ятсем пачĕç. "Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 40, 50, 60 çулсем çитнĕ май юбилей медалĕсем парса хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика