Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни йывăрлăха тỹсĕмлĕн чăтса ирттернĕ

20 августа 2008 г.

Кашни йывăрлăха тỹсĕмлĕн чăтса ирттернĕ Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăрĕ, Елчĕк районĕнчи пĕрремĕш полковник _ Совет Союзĕн Геройĕ А.Ф.Беляев çуралнăранпа 100 çул çитнине районта анлăн паллă турĕç. Юбилее Мускавран Александр Филипповичăн хĕрĕ Светлана Александровна, ентешĕмĕрĕн 1914 çулта çуралнă Виктор пиччĕшĕн Челябинскра пурăнакан хĕрĕсем _ Алевтина Викторовнăпа Надежда Викторовна, Канашра пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Надежда Васильевна Смелова килсе çитрĕç. Елчĕкри тăванĕсем _ Владимир Беляевăн çемйи тата ыттисем те хутшăнчĕç. Паттăра халалласа чи малтанах Тĕп лапамра митинг пулчĕ. Совет Союзĕн Геройĕсене _ С.А.Андреева, Н.П.Иванова, А.Ф.Беляева халалласа лартнă аллея умне район администрацийĕн, çар комиссариачĕн ĕçченĕсем, организацисемпе учрежденисен, вăрçă ветеранĕсен районти комитечĕн представителĕсем, ачасемпе çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсен членĕсем, Елчĕк ял халăхĕ пуçтарăнчĕç. Митинга райадминистрацин социаллă аталану секторĕн ертỹçи А.Александрова уçрĕ. Чи малтанах район пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ, уявпа саламланă май паттăрсене асăнса кашнинех пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчи Çĕнтерỹре пирĕн район çыннисен тỹпи пысăк пулнине, вĕсем ытти халăхпа пĕрле кар тăрса пурнăçне, çамрăклăхне шеллемесĕр хаяр тăшмана хирĕç вирлĕн кĕрешнине, вĕсенчен виççĕшĕ вара Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнине палăртрĕ: "Виçĕ геройран пĕри _ А.Ф.Беляев. Çак кун эпир ăна аса илме, унăн паттăрлăх çулне тепĕр хут куç умне кăларса тăратма пухăнтăмăр. Елчĕк ялĕнче пĕр урам (хăй çуралса ỹснĕ урам), Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул паттăрăмăр ячĕпе хисепленсе тăраççĕ". Район пуçлăхĕ хыççăн С.Беляева сăмах илчĕ. Пирĕн тăрăха _ Елчĕке пуçласа килнĕ вăл. Каярах пуçарнă калаçура ентешĕмĕрĕн хĕрĕ çапла хушса хучĕ: "Эпĕ атте çуралнă вырăна _ Елчĕке темшĕн пĕчĕкрех тесе шутланăччĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл пысăк та сарлака пулнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Кунти илемлĕ те хăтлă, хăйне евĕрлĕ çуртсем, тирпейлĕхпе тасалăх тỹрех куç тĕлне пулаççĕ. Елчĕк халăхĕ ырă та ăшă кăмăллă, хăнасене тарават пулнине эпĕ малтанах туйнă". Светлана Александровна çак пысăк уява йĕркеленĕшĕн, ашшĕн _ А.Ф.Беляевăн ятне çỹллĕ шайра упранăшăн, çитĕнекен ăрăва патриотизм туйăмне ăша хывса, паттăрсенчен тĕслĕх илсе çитĕнме май туса панăшăн Елчĕк халăхне хăйĕн тата тăванĕсен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. Хăйĕн çемйи çинчен кĕскен çеç каласа пачĕ: _ Пирĕн аттепе анне Çĕпĕрте _ Красноярск тăрăхĕнче 1936 çулта мăшăрланнă. 1937 çулта пичче _ Анатолий çуралнă. Эпĕ вăрçă умĕн кун çути курнă. Аттепе аннене пĕрле нумаях та пурăнма тỹр килмен. Кашни çар çыннин çемйи евĕр вĕсем тăтăшах вырăнтан вырăна куçса çỹренĕ. Эпĕ пĕр уйăхра чухне пире атте Çĕпĕре _ аннен аш-шĕпе амăшĕ патне эвакуациленĕ. Ун чухне вăл Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнче вĕреннĕ. Атте пурнăç çулĕ çинче тĕл пулакан кашни йывăрлăха тỹсĕмлĕн чăтса ирттернĕ. Çар академине вĕренме кĕрес умĕн сехечĕ-сехечĕпе хатĕрленнĕрен 4-5-шер сехет анчах çывăрма тивсен те чăтнă вăл, умри тĕллеве пурнăçласа вĕренме кĕнĕ. Çакă вăл (пысăках мар пулсан та) хăйне евĕрлĕ паттăр ĕç тесе каласшăн эпĕ. Анне _ Надежда Ефимовна _ аттерен 27 çултах тăлăха юлнă. "Питĕ хитре, илемлĕ вырăс хĕрарăмĕччĕ", _ халĕ те çапла аса илеççĕ ун пирки тăвансем. Çапах та никама та качча тухма шутламан. Вăл та атте пекех педагогика училищине пĕтернĕ. 15 çул каялла анне çĕре кĕчĕ. Анатолий çул-йĕр институтĕнче вĕренсе техника пĕлĕвĕ илнĕ, ĕмĕрĕпе Наукăпа тĕпчев институтĕнче космос отраслĕнче вăй хунă. Пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтернĕ "Буран" космос карапне, хальхи вăхăтри паллă карапсене хута яма хутшăннă вăл. 2 çул каялла анчах тивĕçлĕ канăва тухрĕ Анатолий. Чылай чух хăйне аванах туйманран вăл паян кунта килме пултараймарĕ. Эпĕ вара библиотекарь профессине алла илнĕ, ĕмĕрĕпех пысăк библиотекăсенче ĕçлерĕм. Ентешĕмĕрĕн хĕрĕ ашшĕн портретне тата çемьен сăн ỹкерчĕкĕсене упракан дисксем парнелерĕ. Çак килнĕ хăнасем çине пăхса Беляевсем чăннипех те пысăк ăслă, анлă тавра курăмлă çынсем пулнине вĕсен тыткаларăшĕ, калаçăвĕ тăрăх тепĕр хут курса ĕненме тỹр килчĕ. Александр Филипповичăн пĕр тăванĕн Викторăн хĕрĕсем _ Алевтинăпа Надежда сăмах илчĕç. Алевтина Викторовна Челябинск хулинче, Надежда Викторовна Челябинск облаçĕнчи Садгород хулинче пурăнаççĕ. Алевтина Викторовна пĕлтернĕ тăрăх, А.Беляевăн ашшĕпе амăшĕ _ Филипп Григорьевичпа Дарья Игнатьевна вĕсемпе пĕрле пурăннă. Пĕр-пĕринпе чăвашла калаçнă вĕсем, çавна май Алевтина та чăвашла пĕлнĕ. Халĕ вара вăл мăнукне чăвашла сăмахсене вĕрентнине пытармарĕ: "Асаннепе асаттен виçĕ ывăлĕ те _ Александр, Виктор, Иван Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă. Александр паттăррăн пуçне хунă, Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Манăн аттепе Иван пичче те вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа юлашки кунĕчченех нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçнă. Сахал мар наградăна тивĕçнĕ". Пурнăçне вĕрентекен профессийĕпе çыхăнтарнă Надежда Васильевна Смелова та (А.Беляевăн Канашри йăмăкĕ) сăмах илчĕ. Хăй Совет Союзĕн Геройĕн йăмăкĕ пулнипе яланах мăнаçланнине, Беляевсем чăннипех те мухтава тивĕç, тирпейлĕ, ĕçе юратакан çынсем пулнине асăнчĕ. Каярах апат умĕн вăл Александра пуçласа тата пĕр хут çеç курнине аса илчĕ: "Вăрçă вăхăчĕ. Эпир çывăрса выртатпăр. Аттепе анне ирех савăнаççĕ, хыттăн, хаваслăн калаçаççĕ. Мĕншĕн савăнаççĕ-ха тесе тăрса пăхатăп. Пирĕн пата çар тумĕ тăхăннă çỹллĕ çын килнĕ. Аттепе анне ăна ыталаççĕ, чуп тăваççĕ. Çак кун Александр вăрçа каяс умĕн çула май (пуйăс Канашра темиçе минута чарăннипе усă курса) пирĕн патăмăра кĕрсе тухрĕ". РСФСР тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, СССР халăх учителĕ П.Чернов Александр Беляевăн пурнăçĕпе кун-çулĕ, вăрçăри паттăрлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Паттăрăмăр кирек хăçан та, кирек ăçта та хăйне ырă енчен анчах кăтартнине, нимĕнле йывăрлăхран та хăраманнине, вăл икĕ Ленин орденĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, Елчĕк районĕн пĕрремĕш полковникĕ пулнине палăртрĕ. Ентешĕмĕр Днепр юхан шывĕ урлă каçса плацдарма тытса тăрассишĕн пынă çапăçусенче палăрнă, паттăррăн пуçне хунă (унăн паттăрла кун-çулĕ пирки эпир "Елчĕк ен" хаçатăн иртнĕ номерĕсенче тĕплĕн çутатрăмăр). Митинг хыççăн пухăннисем А.Беляевăн бюсчĕ, ирĕке кăларакан салтака халалланă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Шупашкартан килсе çитнĕ "Дубравушка" вокал ансамблĕ пухăннисене вăрçă темипе çыхăннă юрăсем парнелерĕ. Унтан хăнасем тĕп библиотекăра пулчĕç, библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ "Елчĕк çĕрĕн мăнаçлăхĕ" экспозицине уçнă çĕре хутшăнчĕç. Кунтах пулас салтаксемпе, çар вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухакан пулас офицерсемпе, вулакансемпе çавра сĕтел хушшинче тĕл пулчĕç. Светлана Александровна А.Ф.Беляевăн çапăçури паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Краеведени уйрăмĕн ертỹçи Л.Иванова "Совет Союзĕн Геройне _ А.Ф.Беляева _ 100 çул" электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Библиотекăра пулнă хыççăн уява пухăннисем Елчĕкри тăван тавралăхпа истори музейне çитсе курчĕç. Кунти экспонатсемпе, А.Беляева халалланă куравпа паллашма вĕсене чăннипех те кăсăклă пулчĕ. Хăнасем музей çурчĕ камăн пулнипе те кăсăкланчĕç. Вăл 1876 çулта çуралнă Яков Павлович Беляев çуртĕнче вырăн тупнине пĕлсен чылайăшĕ тĕлĕнчĕ. "Пирĕн йăх йывăççинче çак хушамат пур", _ тесе çирĕплетрĕç. Музей ĕçченĕсем С.Беляевăна "Память" кĕнекепе чăваш тĕрриллĕ салфеткăсем парнелерĕç. Светлана Александровна музей ĕçченĕсене А.Ф.Беляев Чĕмпĕрте вĕреннĕ чух тетрадь листи çине ỹкернĕ ĕлĕкхи çурта кăтартрĕ: "Хăй пурăннă çурта ỹкермен-ши вăл текен шухăш çуралчĕ пуçра сăн ỹкерчĕке курсан", _ хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç пухăннисем. Музейран тухсан А.Ф.Беляев ячĕпе хисепленсе тăракан Елчĕк шкулĕнче пулчĕç. Шкулпа паллашнă хыççăн паттăрăн хĕрĕ вĕренекенсемпе курнăçрĕ. Ачасенче патриотизм туйăмне вăратас, А.Беляевăн вăрçăри паттăрлăхне яр уççăн кăтартас тĕллевпе ашшĕ вăрçăран янă çырусене вуласа пачĕ. Ачасене тĕрĕс воспитани парассинче ĕçе, дисциплинăна хăнăхтар- ни, ума лартнă тĕллеве пурнăçлама пултарни тĕп вырăн йышăннине пĕлтерчĕ. А.Беляев паттăра халалланă шашкăлла выляссипе иртнĕ турнирта мала тухнă, волейболла выляса çĕнтернĕ Е.Майковăна, И.Гаврушова (8 класс), А.Леонтьева (7 класс), Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕсенчен йĕркеленĕ волейбол командине С.Беляева хăй саламларĕ, парнесемпе хавхалантарчĕ. А.Беляев кубокне çĕнсе илессишĕн футболла выляссипе иртнĕ ăмăртура 4 команда хутшăннă. Çĕнтерỹçĕ ята Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен команди тивĕçнĕ. Çак кун А.Ф.Беляев çуралса ỹснĕ вырăнта _ район центрĕнчи райпо правленийĕпе юнашар магазин çурчĕ çинче асăну хăми уçрĕç. Кунтах Çемье çулталăкне халалласа хатĕрленĕ чечексен куравĕпе паллашма та май килчĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, искусство шкулĕн ĕçченĕсен концерчĕ уява хаваслăх кĕртрĕ. Уяв вĕçĕнче кашниех Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре пулчĕ. Вăрçăра вилнисене асăнса ирттернĕ панихидăна хутшăнчĕç. Паттăр ентешĕмĕре асра тытнăшăн, вăл çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле чаплă уяв йĕркеленĕшĕн, хăйсене манманшăн Совет Союзĕн Геройĕн тăванĕсем Елчĕк халăхне пысăк тав сăмахĕ каларĕç, çыхăнăва малашне те çухатмасса шантарчĕç. Пирĕн пуласлăхăмăршăн, ырă та телейлĕ, таса тỹпеллĕ пурнăçăмăршăн пуçĕсене хунă кашни салтак, кашни паттăр умĕнчех эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика