Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйту пур? Хурав та пур!

20 августа 2008 г.

Ыйту пур? Хурав та пур! Шăмат кун, çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Николаевич Викторов районти суйлавçăсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. О.Н.Викторов Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ, çавна май районти çынсене лайăх пĕлет, паллать, ялта пурăнакансен нушисем те уншăн ют мар. Суйлавçăсен кулленхи пурнăçĕнче сиксе тухнă кăткăс ыйтусене татса парас, вĕсене пулăшас тĕлĕшпе депутат нумай ырă ĕç тăвать. Депутатпа тĕл пулма суйлавçăсем малтанах çырăнчĕç. Хĕрлĕçырти культура çурчĕн директорне Зинаида Ильинична Тихоновăна ялти клуба юсама, тĕрĕсрех, пысăк залри маччана çĕнетме укçа-тенкĕ тупас ыйту канăç памасть. Унсăр пуçне, иртнĕ кĕркунне клуб йĕри-тавра лартнă йывăçсене выльăхсем кăшласа сиен кỹресрен сетка-карта тытса çавăрсан та япăх мар пулмалла. Олег Николаевич культура çурчĕн директорĕн пăшăрханăвне ăнланать, çавна май çак ĕçре пулăшма хирĕç пулманнине пĕлтерчĕ. Çийĕнчех телефон кĕпçине алла илсе вăраха ямасăр ыйтăва татса парасси пирки сăмах пуçарчĕ. Депутат хамăр ентешпе, Тип Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра тĕп хулара ĕçлесе пурăнакан, кире пуканĕн спорчĕн Чăваш Республикинчи федерацийĕн председателĕпе Юрий Михайлович Карповпа калаçать иккен. Юрий Михайлович тăван ялĕнчи клуба юсама пулăшма пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Çитес кунсенчех ялти клубра юсав ĕçĕсене пурнăçлама пикенмелле. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Николаевич Викторов _ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ертỹçи пулнă май районти шкулсене паянхи пурнăçра питех те кирлĕ кĕнекесем парса пулăшать, районта пурăнакансен социаллă ыйтăвĕсене татса парассинче, район шайĕнче иртекен мероприятисене ирттернĕ çĕрте пуçарулăх кăтартать, пулăшу аллине тăсса парать. Тĕрлĕ уявсен ячĕпе район хаçачĕ урлă суйлавçăсене ятарласа саламлать. Пуçаруллă ырă ĕçпе палăрнă çынсене "Елчĕк ен" хаçата, республикăра тухса тăракан ытти хаçат-журналсене çырăнтарса парать, асăнмалăх, савăнмалăх парнесем парса хавхалантарать. ... Тĕл пулупа усă курса район пуçлăхĕ Николай Петрович Миллин Олег Николаевич Викторов депутат патне район валли палăк-вертолет туянассинче хутшăнма официаллă ыйтупа тухрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика