20 августа 2008 г.
"Единая Россия" партирен Шупашкартан Мускава Кăнтăр Осетире инкеке лекнисене пулăшма гуманитарлă пулăшăвăн пĕрремĕш партине ярса та панă. Пулăшу транспортне "Акконд-транс" ОАО уйăрнă. Мускавран япаласене МЧС самолечĕпе Владикавказа ăсатнă. Кунта Чăваш Енĕн МЧС сотрудникĕсем те пысăк пулăшу панă. Чăваш Енĕн хулисемпе районĕсенчи "Единая Россия" партин вырăнсенчи 29 уйрăмĕнче çак кунсенче катастрофăра инкек тỹснисем валли тĕрлĕ япала, укçа-тенкĕ пуçтарас ĕç пырать. Çак пархатарлă ĕçрен "Единая Россия" партин сотрудникĕсем те пăрăнса юлман, май çитнĕ таран пурте пулăшнă. "Фармация" ПУП (генеральнăй директорĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" фракцин членĕ В.Филимонов) 27 пин шприц, юн ямалли 2000 система, 250 утиял, "Чебоксарский мельник" ЗАО (директорĕ "Единая Россия" партин членĕ В.Жуков) 6 пин тонна çăнăх, "Албар" ООО ăшă курткăсемпе шăлаварсем, "Промстройлизинг" ООО çур миллион тенкĕлĕх тумтир парса пулăшнă.