Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă класс

16 августа 2008 г.

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть çав. Шав малалла шăвать. Акă, сисмерĕмĕр те, _ тăхăр класс пĕтертĕмĕр. Класри ачасемпе пĕр çемьери пек туслă пурăнтăмăр. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухне йыш пĕчĕккĕччĕ пирĕн _ виçĕ арçын ачапа икĕ хĕр ача. Пиллĕкмĕш класа куçсан Кỹлпуçĕнчен Рита Ляленко, Роза Юлдашева, Кармалтан Мария Васильева хутшăнчĕç. Лайăх юлташсемпе вĕренме те хаваслă. Вĕрентекенсем паракан пĕлĕве кашни кун пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса ăс-тăна туптарăмăр, тавра курăма ỹстертĕмĕр. Пирĕн йыш татах та пысăкланчĕ. Шкул пĕтернĕ тĕле пĕлỹ карапĕ çинче вун иккĕн пĕрле "ишрĕмĕр". Паллах, вĕренỹре пурте пĕр пек ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Хăш та пĕри каярах та тăрса юлать. Çапах та пирĕн туслă класс пĕрне те "путма" памарĕ, анлă пĕлỹ тинĕсĕнче пĕр-пĕрне пулăшса пытăмăр. Карапа пĕлсе ертсе пыраканĕ, класс ертỹçи, "капитанĕ" Н.Васильева пулчĕ. Нина Тимофеевна историпе обществознани предмечĕсене ертсе пырать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçланипе ăна ачасем те, вĕрентекенсем те хисеплеççĕ. Пире те вăл кирлĕ вăхăтра усăллă сĕнỹ-канаш парсах тăрать, йывăр вăхăтра йăпатма та, хавхалантарма та, тепĕр чухне ятласа илме те пултарать. Çавăнпах пулĕ пирĕн класс тĕрлĕрен ăмăртусемпе тупăшусене, конкурссене хастар хутшăнать. Ачасем тата мĕнлерех пултаруллă. Кашни хăйне май маттур. Акă, Федор Леонтьевпа Андрей Егоров ирĕклĕ майпа кĕрешессипе вун-вун ăмăртăва хутшăннă, пĕрре мар малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Йĕлтĕр сырса чупассипе вара шкулта пирĕн хĕрсене çитекенни çук. Августина Захаровăна, Мария Васильевăна, Катюша Аверьяновăна уйрăмах палăртса хăвармалла. Вĕсемех ытти спорт мероприятийĕсене те активлă хутшăнса пĕрре мар шкул чысне хỹтĕленĕ. Хитре ỹкерчĕк ỹкермелле пулсан тỹрех Алия Гайфуллина кирлĕ пире. Унăн ĕçĕсем куçа илĕртмелле илемлĕ, чуна ăшăтаççĕ. Çуралнă кун е уяв ячĕпе кама кăна хитре открытка парнелесе савăнтарман-ши вăл? Районти ỹкерчĕксен конкурсĕсене пиллĕкмĕш класран пуçласа хутшăнать, темиçе хутчен çĕнтерỹçĕ пулнă. Рита Ляленкона вара районта çеç мар, республикăра та палласа çитрĕç пулĕ. Çак кăмăллă хĕр республикăра иртекен "Букварьтен _ илемлĕ литературăна çити" çамрăк çыравçăсен конкурсĕнче те палăрчĕ, "Тантăш" хаçатăн Хисеп грамотине те тивĕçрĕ. Кăçал Чăвашрадиора "Шăнкăрав" передачăра та тухса калаçрĕ. Рита шахматла выляма та ăста. Районти шкул ачисем хушшинче иртекен шахмат вăййисенче темиçе хутчен те çĕнтерме пултарнă. Унсăр пуçне Ритăн артист пултарулăхĕ те пур. Çак чипер те илĕртỹллĕ хĕр сцена çине тухсан выртан каска та хускалĕ. Çамрăк хĕр чылай конкурссемпе фестивальсен çĕнтерỹçи. Хăйĕн илемлĕ те уçă сассипе, юрри-ташшипе такама та тыткăнлама пултарать. Çак йĕркесен авторĕ те ытти ачасенчен тăрса юлмасть, тĕрлĕ творчество конкурсĕсене хапăлласах хутшăнать. 2006 çулта республикăра иртекен "Чăваш Республикин гимнне куçарасси" конкурсра 1-мĕш вырăна тухнă. 2007 çулта "Манăн йăх, çемье историйĕ" конкурса хутшăнса депутат елкине кайма тивĕç пулнă. Республикăри дистанци мелĕпе иртекен предмет олимпиадисене, конкурссене хутшăннă. "Елчĕк ен", "Тантăш" хаçатсемпе те туслă. Наукăпа практика конференцийĕсенче те пĕрре мар тухса калаçнă. Районти предмет олимпиадисене илес пулсан та пирĕн класс ачисем хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартса панине ырламалла. Çак олимпиадăсенче çĕнсе илнĕ 7 призлă вырăнтан тăваттăшĕ _ пирĕн класăн тỹпи. М.Васильева _ биологи, М.Ляленко _ математика, Н.Ефимова _ право, А.Захарова физкультура предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсен çĕнтерỹçисем. Чăннипех те пултаруллă та маттур ачасем вĕренчĕç пирĕн класра. Хам пек туслă та хаваслă, пур енĕпе те кăмăллă ачасем хушшинче вĕреннишĕн, пире ăслă та ырă, анлă пĕлỹллĕ учительсем ăс панишĕн эпĕ чунтанах савăнатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика