16 августа 2008 г.
Ырă ĕçсен çулталăкĕнче районта пурăнакан кашни çын кăмăллăрах, ăшăрах, çепĕçрех пулма тăрăшни сисĕнет. Ытти чухне карчăк-стариксем çине кăштах сиввĕн пăхни те, теприн инкек-синкекĕнчен пăрăнни те, хытă кăмăллă пулнине те куратăн. Кăçал вара чылай çынна улăштарнă тейĕн, хирĕç тĕл пулакана та йăл кулса иртет, тимуровецсен командисем те ватăсене хĕл кунĕнче юр тăкса панипе çырлахмаççĕ, çулла пахчисене çум курăкран тасатнипе пĕрлех çырла татса паракан тĕслĕхсем те нумай. Кашни организаципе предприяти, уйрăм çын Ваттисен çурчĕсене пулăшу аллине тăсать. Ырă кăмăллăх ĕçĕсенчен районти тĕп библиотека та аякка пăрăнса юлмасть. Интернат ачисем валли кĕнекесем, теттесем, тăхăнмалли япаласем пуçтарчĕç. "Ваши книги и игрушки для Наташи и Алеши" ят пачĕç ăна вĕсем. Çавăн пекех кĕнеке вулама юратакансем валли тепĕр акци йĕркелерĕç. Килте ахалех тусан пуçтарса тăракан кĕнекесене библиотекăна килсе пачĕç вулакансем. Вăхăтĕнче хăйсем усă курнă _ халĕ ыттисем вуласа пĕлччĕр, усă курччăр. Библиотекăна кĕнеке-журнал килсе паракан ырă çынсем пирки пĕлтерсех тăратпăр-ха эпир. Акă, иртнĕ кунсенче райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова, райадминистрацин экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Л.Дмитриева тĕп библиотекăра пулчĕç. Людмила Геннадьевна пуш алăпа килмен кунта. Вăл А.Александровăна "Узоры земли чувашской" кĕнеке (ку вăл районти нихăш библиотекăра та çук), тĕп библиотека ертỹçине Л.Зайцевăна экономикăпа çыхăннă кĕнекесемпе брошюрăсем парнелерĕ. Вĕсем экономистсемпе предпринимательсене, студентсене ĕçре, вĕренỹре усă курма питĕ меллĕ. Библиотека ĕçченĕсем кирек мĕнле кĕнекешĕн те хавас. Çавăнпа парнесемпе кăмăллă пулнине пытармарĕç вĕсем.