16 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Улатăр хулинче тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăнса ĕçлекен республикăри канашăн членĕсен, асăннă канашăн хуласемпе районсенчи ертỹçисен "Обществăн чунлăх тата этеплĕх хаклăхĕсене çирĕплетессинче Улатăрти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата культура учрежденийĕсем тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăнса ĕçленин ĕç опычĕ" ятпа семинар-канашлу иртнĕ. Çак мероприятие йĕркелекенсем - Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Улатăр район администрацийĕ тата тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăнса ĕçлекен канаш. Унта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Бондарев, Улатăр епископĕ, Шупашкар _ Чăваш епархин викарийĕ Савватий, Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ Т.Шиманова, Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин представителĕсем, Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсен, Канашпа Çĕмĕрле хулисен тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăнса ĕçлекен канашĕсен ертỹçисем тата ыттисем те хутшăннă. В.Бондарев палăртнă тăрăх семинар-канашлăва Улатăр хулинче ирттерни ахальтен мар. Влаç органĕсем, культура, вĕрентỹ, социаллă сферăри организацисем чылай çул ĕнтĕ обществăн тата уйрăм çыннăн ăс-хакăлĕпе шухăш-кăмăлне, этемĕн ырă енĕсене çирĕплетессинче тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăнса ĕçлессинче пысăк опыт пухнă. Хула администрацийĕ тĕн пĕрлĕхĕсемпе тĕллевлĕн çыхăнса ĕçлени кунти халăха мораль тата нравственность енчен аталанма, гражданла яваплăха ỹстерме, харпăр хăй ăнланулăхне, нацисен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме пулăшать. Хулан "2006-2010 çулсенче культурăпа искусствăна упраса хăварасси тата малалла аталантарасси" программине те çак тĕллевпех йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн районта социаллă пурнăçпа, культурăпа, вĕрентỹпе çыхăннă мероприятисем, историпе культура еткерĕсене чĕртсе тăратас, пуррисене упраса хăварас тĕллевлĕ ыр кăмăллăх акцийĕсем час-часах иртеççĕ. Вĕсене тĕн пĕрлĕхĕсем те хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ ыйтусене çĕклесе священнослужительсемпе пĕрле тĕл пулусем, çавра сĕтелсем, наукăпа практика конференцийĕсем ирттересси те йăлара. Вĕсен витĕмĕ пысăк. Ахальтен мар Улатăр хули Чăваш Енĕн кăнтăр енчи вырăс культурин православи центрĕ шутланать. Семинар-канашлура Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ тĕн пĕрлĕхĕсемпе çыхăнса ĕçлекен канашăн председателĕ Т.Ежова, Шупашкарпа Чăваш епархийĕн округĕн благочиннăйĕ _ Улатăрти Туррăн Таса Амăшĕ çуралнă ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир (Теплов) протоиерей, райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин управленийĕн чунлăха тата мораль йĕркисене аталантарассипе ĕçлекен методика кабинечĕн ертỹçи Н.Теплова, Туррăн Таса Амăшĕн Иверинчи Турăшĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Василий (Паскье) игумен сăмах илнĕ, хăйсен ĕç опычĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри "Россия Православная" общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ В.Смирнов юхăмăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, халăхăн шухăш-кăмăлне аталантарассинче этеплĕх принципĕсене упраса хăварассипе, историпе культура еткерĕсене чĕртсе тăратассипе ырми-канми тăрăшнисене "Россия Православная" юхăмăн медалĕсемпе наградăланă. Улатăр хулин историпе культурăн пĕлтерĕшлĕ палăкĕсене чĕртсе тăратассинче пысăк ĕç пурнăçланисене В.Бондарев та Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хучĕсемпе чысланă. Семинар-канашлăва хутшăннисем арçынсен Свято-Троицкий мăнастирне тата унăн нумаях пулмасть чĕртсе тăратнă Таса Турă Амăшĕн Иверинчи Турăшĕллĕ чиркĕве çитсе килнĕ..